«Тав сире пурне те пире пулăшнăшăн, çĕнтерÿпе таврăнăпăр. Кĕтĕр пире»

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.11.2023, 10:28 Просмотров: 395
photo 2023 10 31 08 44 00
Çапла тав тăваççĕ фронта пулăшнăшăн Муркаш округĕнче пурăнакансене  ятарлă çар операцине хутшăнакансем. Çак сăмахсемпех вĕсем нумаях пулмасть Çатракасси территори пайĕн пуçлăхне Надежда Никитинăна кĕтсе ичĕç, çак сăмахсемпех ăсатса ячĕç.
«Вĕсем нумай калаçмаççĕ. Çулталăк хушшинче хăйсем  вара çирĕпленсех çитнĕ, тăшмана çĕнтерессе çирĕп шанаççĕ», – тет Надежда Геннадьевна.
Надежда Никитина хамăр округран мобилизаципе кайнă салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе пĕрре мар кайса килчĕ. Хальхинче те, черетлĕ отпуск çитсен,  территори пайĕн пуçлăхĕн  «мундирне»  çул çине тухмалли формăпа улăштарчĕ. Каллех черетлĕ командировкăна  Херсонпа Запорожск облаçĕсене кайса килчĕ. Хальхипе 5-мĕш хут. 
«Пирĕн Надежда Геннадьевна», – çапла чĕнеççĕ Çатракасси территори пайĕнче пурăнакансем, малтанхи пек каласан, хăйсен ял тăрăхĕн пуçлăхне. Вăл вырăнти ертÿçĕре ĕçлеме тытăннăранпа çынсем хăйсен чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пачĕç.
Мобилизаци йĕркипе çар тивĕçне пурнăçлакансем вара ăна хисеплесе те юратса: «Пирĕн Надежда», –  теççĕ. Надежда Геннадьевна вĕсемшĕн шанчăк та, шанăç та. Кĕçĕнреххисем вара: «Пирĕн анне килчĕ», – тесе те калаççĕ: юратса, чунтан хисеплесе.
Надежда тăван вырăнтан килсе çитсен, унти çил те тăван Муркаш тăрăхĕнчен вĕрнĕ пек туйăнать салтаксемшĕн. Вăл çитсе чăвашла шакăртаттарса калаçма пуçлать те, тăван килти пек туйса яраççĕ вĕсем хăйсене. Тăван килпе салтаксем хушшинчи куçа курăнман çыхăну татах та çирĕпленнĕ пек туйăнать. Раççейăн çĕнĕ регионĕсенче паян çапăçакансемшĕн вара çакă питех те кирлĕ.
Вăлах – мобилизациленисен амăшĕсен, мăшăрĕсен шанчăкĕ те.
«Надежда Геннадьевна, тата хăçан кайма шутлатăр пирĕн ачасем патне», – тесе ыйтаççĕ те амăшĕсем, çук вăхăт та тупăнать унăн, тем пек ывăннă пулсан та, таçтан вăй кĕрсе каять. Амăшĕсен куçĕсенче вара – шанчăк та, шанăç та. Надежда Геннадьевна вĕсен ывăлĕсене тата мăшăрĕсене килтен парса янă çимĕçсемпе хатĕрсене алăран пани вĕсемшĕн мĕн тери хаклă.
«Ан пăшăрханăр. Вĕсен унта йăлтах йĕркеллĕ. Тем пысăкăш салам каласа ячĕç», – тесе калать те, куççÿльпе тулнă амăшĕсен куçĕсем йăл кулăпа çиçме пуçлаççĕ. Ывăлĕсемпе мăшăрĕсене Надежда Геннадьевна мар, хăйсем куçа-куçан курнă пек туйăнать вĕсене. Шалта пĕр чарăнми çунакан чун та лăпланать вара. Вăхăтлăха та пулин.  
Хальхинче те амăшĕсем, мăшăрĕсем, тăванĕсем, яланхи пекех, фронтра кирлĕ япаласене парса ячĕç. Гуманитари пулăшăвĕнче Юнкă, Çатракасси, Хорнуй, Оринин территори пайĕсенче пурăнакансем пухнă апат-çимĕç продукчĕсем, ытти кучченеç. Кунпа пĕрлех вăл Кашмаш шкулĕнче вĕренекенсемпе учительсем, Юнкă территори пайĕнче, Ярапайкасси территори пайĕнчи Шуркассинче пурăнакансем çыхнă 4 маскировка сетьне те парса хăварчĕ салтаксене.
Курасчĕ сирĕн çак вăхăтра пирĕн салтаксен куçĕсене. Мĕнлерех çиçеççĕ вĕсем Надежда Геннадьевна пырса çитсен! Çак саманта сăмахпа каласа пама май та çук пулĕ. Тăванĕсем, ентешĕсем парса янă хатĕрсемпе пĕрлех вара – тăван кил ăшши, çĕр çинчи чи çывăх çынсен юратăвĕ.
«Эпир салтаксене пулăшни вĕсене вăй парать. Вĕсем эпир вĕсене манманнине туяççĕ,  вĕсене юратнине тата килте кĕтнине пĕлеççĕ», – каласа парать Надежда Никитина.
«Хаклă ентешсем, пирĕнтен, Херсон енчисенчен пуринчен те, сире пысăк тав сăмахĕ. Эпир сире юрататпăр. Кĕтĕр пире. Çĕнтерÿпе таврăнăпăр», – çакăн пек тав сăмахĕсем калать видео çинче Юнкă территори пайĕнчен мобилизациленнĕ çар çынни.
«Тав сире пурне те, тăван ял çыннисем», – тăван чăваш чĕлхипе тав сăмахĕ каларĕ Çатракасси территори пайĕнчен мобилизациленнĕ тепĕр салтак  та ентешĕсене. Кĕскен, анчах та чĕререн тухакан сăмахсем.
Ахальтен каламаççĕ иккен çар тивĕçне пурнăçлакансем: «Пирĕн вăй – тыл çирĕплĕхĕнче», – тесе. 
Тылра вара вĕсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. Шăпах вĕсен паттăрлăхне пула ирсерен шăппăн-шăппăн хĕвел тухать, мирлĕ çĕнĕ кун пуçланать. Вĕсем пире хÿтĕленипе ĕнтĕ юр пĕрчисем те лăпкăн-лăпкăн çĕр çине ÿкеççĕ. Муркаш округĕнче пурăнакансем вара пĕтĕм çĕршывпа пĕрле малалла та фронта пулăшĕç. 
 
Лидия ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4