Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен шкулти апатланăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелени те хальхи вăхăтшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна май шкул столовăйĕсенчи апатлану пахалăхĕн ыйтăвĕсем пысăк тимлĕхре.
Çав тĕллевпех ĕнтĕ кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен тытăнса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра шкулти апатланăва пĕтĕмĕшпех централизациленĕ. Апатланăва йĕркелессине аутсорсинг мелĕпе Чăвашпотребсоюз предприятийĕсене, шкул апатланăвĕн комбиначĕсене тата уйрăм предпринимательсене шанса панă.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, шкулти апатланăва çапла майпа йĕркелени фальсификатсене май пур таран чакарма, çак ĕçе пахалăхлă продукципе тивĕçтерме пултаракан вырăнти тавар туса кăларакансене явăçтарма май парать. Çапла вара кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Муркаш муниципалитет округĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи апатланăва йĕркелессипе Муркаш райповĕн «Общепит» тата Мăн Сĕнтĕр райповĕн «Сундырь» чикĕллĕ яваплăхлă обществисем ĕçлеççĕ.
Кунпа пĕрлех шкул столовăйĕсенче ĕçлекен поварсен ăсталăхĕпе яваплăхĕ те пысăк пулмалла. Тĕрлĕ блюдо хатĕрлесси, технологие, санитари правилисемпе нормисене пăхăнасси тата ытти вун-вун ыйту тимлĕх ыйтать. Шăпах çавна шута илсе çак кунсенче шкул столовăйĕсенче ĕçлекенсемпе вĕренÿ ирттерчĕç.
Мероприяти Кашмаш шкулĕнче иртрĕ. Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Наталия Учкина блюдăсем хатĕрлессин технологийĕпе паллаштарчĕ, практика занятийĕсем те йĕркелерĕ. Мероприятие çавăн пекех Муркаш райповĕн «Общепит» ООО производство заведующийĕ Елена Максимова, Нина Колбасова технолог хутшăнчĕç.
Сентябрь 2026 |
