Октябрĕн 15-мĕшĕ - Атте кунĕ. Аттесене тав тума манар мар

Категория: Главные новости Опубликовано: 15.10.2023, 09:22 Просмотров: 270

DSC02741

Çемьере килĕшÿ хуçалансан, ача-пăча сасси пÿртре янăрасан, таса сывă пулсан, мирлĕ тÿпере сарă хĕвел ăшăтса пăхсан çыннăн телейĕ чăн та туллин туйăнать. Аттене мĕн авалтан çемье пуçĕ, çирĕп хÿтлĕх тенĕ, хĕрарăм вара кил-çурт ăшшине упраканĕ пулнă.

Аттесене мĕнле савăнтармалла-ха? Паллах, çĕнĕ куна ăшă сăмахран пуçламалла, сывлăхпа ăнăçу сунмалла. Енчен те атте аякра пулсан, шăнкăравласа тав туни пачах та ытлашши пулмĕ. Пирĕнтен уйрăлса кайнисене ырăпа аса илер. Пĕчĕк кăна парне те атте чунне çемçетме пултарать. Вăрттăнлăх мар, аттесемĕш çак куна тутлă кану кунĕ туса парсан тата сенкер экран умĕнче киленсе выртма май парсан вĕсем ытларах та савăнĕç.

Сăн ÿкерчĕкре эсир Турай тăрăхĕнчи Çуткÿлти çамрăк çемьене куратăр. Çемье пуçĕ Алексей Портнов вара хăйĕн кил-йышĕ çумра пулнишĕн савăнать. Вăл мăшăрĕшĕн - чăн тĕрек, ăнланакан тата пулăшакан арçын, ачи-пăчишĕн, паллах, çирĕп хÿтлĕх. Мăшăрĕ Настя каланă тăрăх, вăл пассажирсене турттарать, ачасем ашшĕне питĕ юратаççĕ, ĕçрен таврăнасса тата вăхăта пурте пĕрле ирттерессе кĕтеççĕ. Çемье ĕçрен пушансан чăн та пĕрле пулма тăрăшать. Уçăлма, канма тухса çÿреççĕ вĕсем.

Ачасем халĕ пĕчĕк-ха. Николай икĕ çулта, Мария - пиллĕкре. Вĕсем иккĕшĕ те ача садне çÿреççĕ.
Ачасен амăшĕ вара повар, пекарньăра ĕçлет. Вăл - паллах, тутлă çимĕç ăсти. Атте уявне вăл питĕ тутлă туса пама шантарчĕ.

Кăçалхи çул çамрăк çемье «Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан РФ» социаллă программин патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ.

- Чăн та эпир питĕ савăнтăмăр, патшалăх çемьесене пулăшать. Пирĕн çемье 700 пин тенкĕ ытла тивĕçрĕ. Ку пирĕншĕн курăмлă пулăшу пулчĕ. Ытти пайне хамăр хушса Çĕнĕ Шупашкарта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Паллах, питĕ меллĕ, чуна килĕшет. Кашни валли вырăн пур, ачасене чупмалăх та, вылямалăх та. Черет çитессе нумай кĕтмерĕмĕр, пĕр çул çурă таврашĕнче пулчĕ пулĕ, - терĕ мăшăр савăнăçлăн.

Çамрăк çемьене вара çĕнĕ хваттерте ăнăçу сунас килет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4