Çын сывлăхĕ уйрăм çынпа пĕрлех обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 100 çулччен пурăнма пултарассине наука та хирĕçлемест. Ăна пăхăнасси вара шкул çулĕсенче вăй илет. Кунта физкультура учителĕн тÿпи пысăк. Пирĕн паянхи калаçу никĕсĕнче – Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 34 çул ачасене физкультурăпа вĕрентекен Олимпиада Бардасова.
Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ хĕр Канашри педагогика училищи хыççăн 1989 çулта направлени йĕркипе пирĕн тăрăха ĕçлеме килет. Спортпа туслă физкультура учителĕ 2018 çулта Шурча шкул ачисене мас-рестлинг (патак туртса çĕнтересси) вăйăпа туслаштарать. Спортăн çĕнĕ тĕсне ачасем хапăл тусах йышăнаççĕ.
Мас-рестлинг – наци спорчĕн тĕсĕ. Кĕске вăхăтрах Шурчари шкул ачисем республикăри ăмăртусене хутшăнма пуçлаççĕ, республикăн пĕрлештернĕ командине кĕреççĕ. Кунта Олимпиада Виталиевна тĕрлĕ шайри ăмăртусенче ырăпа палăрнă С. Борисова, К. Никифоровăна, В. Александровăна ырăпа палăртрĕ. Вĕсем Чăваш Енрисĕр пуçне Раççейре те палăрнă ĕнтĕ. Паян Шурча шкулĕнче вĕренекен Д. Димитриевăпа К. Иванова та ырă шанчăк параççĕ.
Шкулта спортăн тĕрлĕ тĕсĕ аталаннăран РФ Спорт министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ вĕрентекен футболла вылясси те анлă сарăлнине палăртрĕ. Кунта вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăх туптанă Н. Антонова маутинбайкпа, У. Андреева ухăран тĕл перессипе спорт маçтăрĕн нормативне тултарнă.
Анатолий БЕЛОВ.
Сентябрь 2026 |
