Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшасси Муркаш тăрăхĕнче малалла пырать. Çак пулăшу тĕрлĕ енлĕ: маскировка сечĕсем çыхнинчен пуçласа çăмăл машинăсемпе пулăшни таранах. Паллах, задачăсене пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлама май паракан техника хатĕрĕсем тĕлĕшпе те, расхут материалĕсем тĕлĕшпе те пулăшу пур. Ял çынни салтаксене апат-çимĕç продукчĕпе те, пахча çимĕçпе те пулăшать.
Малтанах гуманитари пулăшăвне ытларах мобилизациленисем патне çитерме тивнĕ. Халĕ вара Муркаш тăрăхĕнчен тата Шупашкартан тухакан тиев машинисем хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма тытăннисем патне те çул хывнă ĕнтĕ. Вĕсем хăшĕсем хĕллеренпех малти линире, теприсем çуркуннеренпех тепĕр ен салтакĕсем уççăнах курăнакан вырăнта, виççĕмĕшĕсем тăван килĕсенчен нумаях пулмасть тухса кайнă... Апла пулин те водительсем, волонтерсем кунта хатĕрленĕ посылкăсене пурин патне те илсе çитереççĕ, алăран алла парса хăвараççĕ.
Муркаш тăрăхĕнче йĕркеленĕ ыр кăмăллăх ĕçĕпе Интернет сетĕнче, Телеграмри «Моргаушцы – ZA Победу!» ушкăнра паллашма пулать. Çак ушкăнра паянхи куна 1 пин ытла çын. Муркаш тăрăхĕнчен те ятарлă çар операцине хутшăнакансен шучĕ ÿссе пынă вăхăтра, апла пулсан пулăшу ыйтакан самаях нумайланнă вăхăтра, çакă, паллах, сахал. Пĕчĕк ушкăнăн вăй те пысăк пулаймасть. Çав вăхăтрах Муркаш муниципалитет тăрăхĕнче пурин те çак йыша кĕме, хамăрăн ентешсене пулăшас ĕçе хăйĕн тÿпине хывма май пур. Çак чатрах салтаксен тав сăмахĕсене итлеме, вĕсен пурнăçĕнчи самантсемпе паллашма, вĕсем патне пулăшу çитнине курса тăма та май пур.
Пытарма кирлĕ мар, ятарлă çар операцийĕ çынсем мĕнле пулнине яр уççăн кăтартса пачĕ - халăх икĕ пая уйрăлчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Пĕрисем май пур таран тăрăшаççĕ - юлашки 100 тенкипе те салтаксене пулăшма хатĕр, вăрçă кунта ан çиттĕр кăна. Тепĕр пайĕ вара... Пĕр арçын каланă сăмаха илсе кăтартас килет. «Манăн унта никам та çук - хăта та, пичче те, кама кирлĕ - çапăçчăр, пулăшчăр», - терĕ вăл мана, Муркаш пасарĕнче салтаксем валли кирлĕ япаласем туянаканскере. Паллах, çакăн пек хăйĕн сăмсинчен инçе курманскерсемпе разведкăна каямăн. Юрать, вăл арçын мобилизацие çакланман... Тепĕр тесен унăн йăхĕнчи арçынсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕншĕн çапăçнине те пĕлмест пулĕ вăл. Историе вара - пачах та. Ĕç пур, кĕсьере укçа пур, тăван-пĕлĕшрен вăрçă хирĕнче çапăçакан çук, хĕвел пăхать, савăнмалăх шавлă уяв та чылай, çÿлтен, тав Турра, нимĕн те вĕçсе килмест, ура айĕнче нимĕн те сирпĕнмест...
Кун пек арçынна хаçат страницинче тимлĕхĕ ахаль те ытларах пулчĕ пулĕ, çавăнпа та сăмаха лайăххи пиркиех тăсар.
Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем, кашнин мĕнле май пур çапла паллах, салаксем валли кирлĕ хатĕрсем туянма пулăшу йĕркелени патнех таврăнар. Кунта Ахмане сали çыннисене Станислав Токтарова тата Александр Сергеева уйрăммăн палăртмасăр иртме çук - вĕсем тăтăшах пысăк пулăшу параççĕ. Çавăн пекех Ярапайкасси тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Троицкие тата вăл тăрăхри ытти активлă çынсене те палăртмалла (пурин хушаматне шел пулин те кунта çырса пĕтереес те çук, чатра пĕтĕмпех курма пулать). Салтаксене кирлĕ япаласем туянса Муркаша çитерессипе, вĕсене малалла тиесе ярассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Активлă çын сахал мар, ку вара салтаксене те хавхлантарать. Вĕсем те май пур чухне телеграмри «Моргаушцы – ZA Победу!» чата вулаççĕ.
Маскировака сеткисене çыхакансене вара ылтăн алăсем темелле. Хальхи вăхăтра çак сеткăсене ентешсем чылай ыйтаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче ку таранччен 12 вырăнта сеткăсем çыхса панă: Мăн Сĕнтĕр, Çатракасси, Чуманкасси, Ильинка тата Турай тăрăхĕсенче. Сетка çыхма аслă ÿсĕмрисем кăна мар, ачасем те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть ятарласа сеткăсем çыхмалли материал туянма Чуманкасси тăрăхĕнчи ялсенче çынсем укçа пухрĕç. Кирлĕ материалпа тивĕçтернĕ хыççăн вара ку тарнччен хамăрăн салтаксем патне темиçе сетках ăсатрăмăр ĕнтĕ.
Пĕлтĕр кĕркунне пуçланнă ыр кăмăллăх ĕçĕ сÿнсе ларман, халăх тăрăшнипе вăл аталанса та сарăлса пырать кăна. Акă иртнĕ кунсенче, сентябрь пуçламăшĕнче, тĕрлĕ ялта пурăнакансем тăрăшнипе (асăннă чатри çынсем укçа куçарнипе, укçа-тенкĕ хывнипе виçĕ вырăна çитерме пысăк гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлерĕмĕр. Хальлĕхе икĕ çар чаçне пулăшу илсе çитернĕ. Хăйсен çапăçу вырăнне нумаях пулмасть çитнисем патне вара блиндажсем тума кирлĕ материалсем, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ, генератор, ăшă япаласем тата ыттине те туянтăмăр. Вĕсене те çывăх вăхăтра ентешсем патне çитерсе паратпăр.
Пулăшу ыйтакан ентешсем сахал мар, çавăнпа та райпо лавккисенчи «Корзина для бойца» тесе çырнă е уйрăммăн лартнă ятарлă курупкасене те ял çыннисем, хăйсен майĕ пуртаран паллах, пăсăлман апат-çимĕç (консерва, маарон, канфет-печени, ытти те) туянса хурасса шанатпăр. Укçан пулăшас текенсен 8-905-345-41-01 номерпе шăнăкравласа е Телеграмри «Моргаушцы – ZA Победу!» чатра вуласа пĕлме пулать. Харпăр хăй ирĕкĕпе пулăшас текенсем ытларах пулсан пирĕн салтаксене те çăмăлрах пулĕ.
Автор:Наталия Николаева
Сентябрь 2026 |
