Муркаш округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.08.2023, 11:21 Просмотров: 263

Черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ республикăра августăн 16-мĕшĕнче иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме Муркаш округне Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов килчĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен, вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен шутлă кунсем юлаççĕ. Паллă ĕнтĕ, çавна шута илсе Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явма кĕртнĕ тĕп ыйту та вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе çыхăнни. Çавăн пекех ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă чухне муниципалитет округĕсенче федерацин «Пушкин картти» проектне пурнăçлассипе, килти хуçасăр чĕрчунсене тытассипе тата усрассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç, граждансене йышăнчĕç, ял çыннисене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕç. Мероприятисене округ администрацийĕн территори пайĕсенче те йĕркелерĕç, вĕсене территори пайĕсен пуçлăхĕсем, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

Округ администрацийĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕнче малтанах граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелерĕç. Йышăнăва пыракансен ыйтăвĕсене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов хуравларĕç.

Информаци ушкăнĕ унтан Турай территори пайне çула тухрĕ, Турайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулăва Турай территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Орлов, «Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов хутшăнчĕç.

Округри вĕренÿ объекчĕсене 2023 - 2024 çулсенчи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерессипе пĕтĕмĕшле лару-тăру мĕнле шайра пулни пирки тĕл пулура округ пуçлăхĕ Алексей Матросов каласа пачĕ.

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов пушартан асăрханассин ыйтăвĕсем çинче уйрăммăн чарăнчĕ. Муркаш округĕн территорийĕнче те пушарсен шучĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ÿсни палăрать.

Шывсем çинче те инкек-синкек пулма пăрахмасть. Ачасем тăтăшах инкеке лекеççĕ. Кун пекки ытларах чухне аслисен тимлсĕрлĕхĕпе çыхăннă пулсан, аслисем хăйсем вара ÿсĕрле шыва кĕнипе шар кураççĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов каласа панă тăрăх, «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче юлашки çулсенче республикăра калапăшлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Кăçал та 20 шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, çĕнĕ 5 шкул тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем хушшинче 1600 тата 1650 ача вырнаçмаллисем те пур. Сăмах хула шкулĕсем пирки пырать. Ялсенчи шкулсем вара пушанса пыраççĕ, ытларахăшĕ пĕчĕк комплектлă. Хупма тивекеннисем те çук мар. Нимĕн тума та май çук, демографи ыйтăвĕ мала тухать. Турай шкулĕнче те çак вăхăта 52 ача кăна вĕренет.

«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов информаци кунне хутшăнакансене пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса асăннă организаци кăна çынсен газ оборудованийĕсене пăхса тăрассишĕн яваплă пулса тăрать. Çавна валли урăх организацисемпе тунă килĕшÿсем саккунлă мар шутланаççĕ. Çавна май сентябрьтен пур абонантпа та килĕшÿ çĕнĕрен тума тивĕç.

Тĕл пулура ыйту-сĕнÿсем те пулмарĕç мар. Акă шкул патне килекен асфальт çул ванса пĕтнĕ. Шкул директорĕ Юрий Герасимов шăтăк-путăксене те пулин саплассине йĕркелеме ыйтрĕ. Турай плотини республикăра та чи пысăккисенчен пĕри. Апла пулин те шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркелемен. Çула юсама май пур пулин те, шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркелеме май килменни шывăн лаборатори анализĕн кăтартăвĕсем требованисене тивĕçтерменнипе çыхăннă иккен.

Паллă ĕнтĕ, сутлăх сĕт хакĕ пĕчĕкки пирки те ыйту пулчĕ. Алексей Матросов ăнлантарса панă тăрăх, хаксене округ шайĕнче те, республика шайĕнче те йĕркелесе тăма май çук. Çавăнпа та паянхи куна чи лайăххи - харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекен тесе регистрациленесси. Çапла тусан кăна республика механизмĕпе кăна мар, çавăн пекех федераци механизмĕпе те пулăшу мелĕсене тивĕçме май пур. Укçа-тенкĕ суммисем пĕчĕк мар. Регистрациленесси питĕ ансат, харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекен вара патшалăх служищийĕсĕр пуçне кирек кам та, вăл шутра ялти пенсионер е учитель те пулма пултарать.

Материалпа туллин «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн эрнекунхи номерĕнче паллашăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4