Топ-5: çуллахи каникул вăхăтĕнче вуламалли кĕнекесем

Категория: Главные новости Опубликовано: 25.07.2023, 10:17 Просмотров: 291

Айгиз Баймухаметов Юмахсăр ачалăх

Çуллахи каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Утă уйăхĕ те кĕç хыçа юлĕ. Апла пулин те ачасем тепĕр уйăх канма, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли вăй-хал пухма пултараççĕ. Ку вăхăта хаваслă кăна мар, усăллă ирттерсен тата аванрах. Чăваш кĕнеке издательстви нумаях пулмасть пичетленнĕ пилĕк кăларăмпа паллашма сĕнет.

1. Чи кĕçĕннисемшĕн Иван Яковлевăн «Сармантей. Сармандей» юмахĕ интереслĕ пулĕ. Ăна харăсах икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. «Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ...» – тенине кашниех астăвать-тĕр. Çук тăк халĕ шăпах аса илме е вуласа пĕлме пулать. Савăнмалли татах та пур: кĕнекери ÿкерчĕксене сăрласа илемлетме юрать. Светлана Бритвина ÿнерçĕн ĕçĕсем сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.

2. Вăтам классенче вĕренекенсене Ирина Кошкинăн «Уйăх юлташне шырани» хайлав пуххи тыткăнлама пултарĕ. Унта çичĕ калав кĕнĕ, кашниех ачан чунне уçса парать, паянхи çивĕч ыйтусене хускатать. «Эстафета» ятлинче, сăмахран, Леньăран пĕр класра вĕренекен Миша Быстров тăтăшах тăрăхлать. Анчах пĕррехинче лару-тăру улшăнать – Быстров чĕмсĕрленет, малтан унпа пĕрле ихĕлтетнĕ тантăшĕсемех халĕ хăйĕнчен кулма тытăнаççĕ. Йывăрлăхра пулăшаканĕ пĕртен-пĕр çын пулать. Кам тесе шутлатăр$ Чĕрчунсене халалланă калавсем вулама юрататăр пулсан «Çăлавçăпа» «Рыжик» тата «Уйăх юлташне çăлни» сире килĕшеççех. Вĕçне çитмесĕр те сăнарсенчен уйрăлас килмĕ.

3. Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнеке те – вăтам классенче вĕренекенсем валлиех. Унти хайлавсем пурнăçри тĕрлĕ пулăма çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Кăларăмăн пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче – асаилÿ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енĕсене сăнарлаççĕ. Кунти геройсем – авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем. Тĕрленчĕксем самана чуппине кăтартаççĕ, пурнăç хаклăхĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки шухăшлаттараççĕ.

4. Аслă классенче вĕренекенсене Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романне алла тытма сĕнетпĕр. Произведенире çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çутатса панă. Автор ăна ватă амăшĕ каласа панисене тĕпе хурса çырнă, çавăнпа вăл пушшех те паха. Романри ĕç-пуç Шăпчăк Эрхипĕн кил-йышĕ тавра пулса иртет. Хăй вăйне, ăс-хакăлне шанакан çемье пуçĕ алă усса ларма хăнăхман, нихăçан та çынна тара тытса ĕçлеттермен. Колхозсем йĕркелеме пуçласан Эрхип çемйине кулаксен шутне кĕртеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне, пÿртне туртса илеççĕ. Çерçи йăхĕ чунтанах кураймасть Шăпчăксене, вĕсене тĕп тума тĕмсĕлет. Анчах Эрхиппа арăмĕ, ачи-пăчи йывăрлăхсене парăнмаççĕ, тĕрĕслевсем витĕр тухса çирĕпленеççĕ, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлаççĕ.

5. Айгиз Баймухаметов пушкăрт çыравçин хайлавĕсене тĕрĕк тĕнчи хапăлласа вулать. Автор яшсемпе хĕрсене кăсăклантарма пĕлет, чуна пырса тивмелле çырать. «Юмахсăр ачалăх» кĕнекене те алăран ярас килмĕ. Кăларăма икĕ хайлав кĕнĕ. Чăвашла вĕсене Дмитрий Моисеев куçарнă. «Урам ачисем» повеçри Данилăн килĕ те, амăшĕ те пур – савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах ачан ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕни çемье телейне аркатать. Вĕçĕмсĕр ĕçкĕ, харкашу-янрашу… Çакна чăтайманнипе тĕп сăнар килтен тухса каять. Урамра вăл юлташсем тупать. «Юмахсăр ачалăх» ярăмри калавсем тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă, ача çуртĕнче ÿсекен хĕрачасемпе арçын ачасен шăпипе паллаштараççĕ. Пурнăç нуши-тертне пĕчĕклех астивме тивет вĕсен. Вăйлисемпе аслисем час-часах айваннисемпе кĕçĕннисене кÿрентереççĕ. Хырăм выççи, сăлтавсăрах вăрă тесе айăплани, воспитательсен тимсĕрлĕхĕпе явапсăрлăхĕ, ĕмĕте пурнăçлама май çукки… – темĕн тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхпа пăтăрмах тухса тăрать тăлăхсен умне. Ку произведенисем çирĕп кăмăллă та тÿсĕмлĕ пулма, мĕн пурришĕн савăнма вĕрентеççĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4