Кунта пурне те тимлĕх уйăраççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.07.2023, 10:08 Просмотров: 286

photo 2023 05 19 10 47 00

Раççейре йĕркеленĕ «Защитники Отечества» патшалăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ июль пуçламăшĕнче хăйĕн пĕр уйăхри ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Фондăн ертÿçи Елена Зайцева пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта фонда пурĕ 320 ыйтупа тухнă.

Ытларах чухне ыйтусем çак пулăшу мерисемпе çыхăннисем пулнă, документсене тĕрĕс хатĕрлесси, çар хирĕç-тăрăвĕсен ветеранĕн е инваличĕн статусне тивĕçесси, медицина реабилитацийĕ тата психологипе психотерапи пулăшăвĕпе тивĕçтересси, протез тăвасси, йăлари ыйтусем. Пур ыйтăва та центрта ĕçлекен социаллă координаторсем ĕçе илнĕ. Координаторсем центра пыракан кашни çынна пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Мĕншĕн тесен çын пĕр ыйтупа пынă пулсан та ăна татса панă чухне тепĕр ыйту тухса тăма пултарать, – тет социаллă координаторсенчен пĕри Галина Рязанова. – Пирĕн пата пулăшу ыйтса килнисенчен пĕр салтак, киле аманса таврăннăскер, кунта костыльпе килнĕччĕ. Эпир вара ăна костыле пĕр алăра тытса çÿремелли ятарлă туяпа та ылмаштарма пулăшрăмăр. Халĕ ăна куçса çÿреме меллĕрех.

Тепри канлĕ çывăрайманран психолог пулăшăвне ыйтса килчĕ. Вăл юлташне те пирĕн пата килме сĕнчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă пĕр салтакăн ачине Чăваш патшалăх университетне ятарлă квотăпа вĕренме кĕмелли правăпа усă курма пулăшрăмăр».

«Фонд ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене кăна мар, ку тĕлĕшпе ыйту пуррисене пурне те пулăшу кÿрет. Çапла патшалăх влаç органĕсене çар структурисемпе çыхăнса ĕçлеме те пулăшать. Чăваш Енре ку ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пыраççĕ», – тет Федераци Пухăвĕн Чăваш Енрен çирĕплетнĕ сенаторĕ Николай Владимиров.

«Защитники Отечества» фонд ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата унта пуç хунисен çемйисене адреслă майпа пулăшса пырать. Фондра социаллă, медицина, психологи пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Специалистсем вĕренессипе çыхăннă тата ĕçе вырнаçассин ыйтăвĕсене татса пама та, юридици ыйтăвĕсемпе те пулăшаççĕ.

Кирлине кура фонд инвалидсене вăрах вăхăт пăхма пулăшассине те, пурăнмалли çурт-йĕре инвалидшăн меллĕ тăвассине те йĕркелеме пултарать. Кунсăр пуçне фонд çар операцине хутшăннă ветерансене çамрăксене патриотла воспитани пама, историе тата Раççейри ырă йăла-йĕркене упрама пулăшакан проектсене явăçтарать.

Çавăн пекех фонд ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене, вĕсен çемйисене пулăшу кÿрекен коммерциллĕ мар тата волонтер организацийĕсене те тимлĕх уйăрать.

Халĕ вара фондăн официаллă сайчĕ ĕçлеме тытăннăран фондпа çыхăнасси тата пулăшу илесси татах та ансатрах пулса тăчĕ. Сайтра фондăн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырса кăтартни те, регионсенчи филиалсен адресĕсем те пур. Унта тĕрлĕ хыпар тăтăшах вырнаçтарса пыраççĕ.

«Защитники Отечества» фондăн республикăри центрĕн кашни муниципалитетрах хăйĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Муркашра вăл муниципалитет округ аминистрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Кунта ятарлă çар операцине хутшăннисене тата халĕ хутшăнакансене, вĕсен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассине йĕркеленĕ.

Маларах асăннă пулăшу мерисемсĕр пуçне, кунта çар хирĕç-тăрăвĕсен ветеранĕсене професси пĕлĕвне илме пулăшассин, вĕсене ĕç тупма пулăшассин ыйтăвĕсене те татса параççĕ.

Консультаци пунктĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен унта пынисен ыйтăвĕсем ытларах чухне çар хирĕç-тăрăвĕсен ветеранĕн удостоверенине илессипе, пĕр хутчен паракан укçа тÿлевне тивĕçессипе çыхăннисем пулнă. Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене йăлари ыйтусене татса парассинче те пулăшу кÿнĕ.

Консультаци пункчĕ тунти – эрнекунсенче 9.00 сехетрен пуçласа 17.12 сехетчен ĕçлет, апатлану вăхăчĕ – 12 –13 сехетсенче.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4