Сăн ÿкерчĕкре эсир хуçалăхăн хастар ĕçченĕсене куратăр. Виталий Степанов хăйĕн ĕç ĕмĕрне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Водительте тăрăшать. Халĕ хиртен симĕс масса турттарать. Владимир Шапошников симĕс ĕç çи вăхăтĕнче курăк çулнă çĕрте тăрăшать. Вырма пуçлансан вара хир карапĕн штурвалĕ умне ларать. Евгений Якимов та куллен тăван хуçалăхри ĕçсенче. Вăл та паян сенаж траншейине симĕс масса турттарнă çĕрте тимлет.
Сăмах май, Виталий Степановпа Евгений Якимов кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Акатуйра Муркаш округ администарцийĕн дипломĕсене тивĕçнĕччĕ.
Сентябрь 2026 |
