Муркаш район тĕп больницинче хирурги уйрăмĕ 1982 çулта уçăлнă. Унтанпа хĕрĕх çул хыçа юлнă ĕнтĕ, чылай улшăну пулса иртнĕ, хирурги уйрăмĕн ĕçне нумай çĕнĕлĕх кĕрсе пынă. Çапах та çак уйрăмри коллективăн тĕп задачи улшăнмасть – хальхи вăхăтри технологисене ĕçе кĕртсе пырса васкавлă тата планланă операцисене ăста туса çынсене пулăшасси.
Стационар корпусăн виççĕмĕш хутĕнче вырнаçнă хирурги уйрăмĕнче хальхи вăхăтра сипленекенсем валли 50 койка уйăрнă, вĕсенчен 11-шĕ – кăнтăрлахи сиплеве çÿрекенсем валли. Уйрăмра медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, çĕннисене те май килнипе туянса пыраççĕ.
Хирург пулăшăвĕ çынна кирек хăш вăхăтра та кирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа кунта талăксерен дежурство йĕркеленĕ – хирург, анестезиолог, операци медицина сестри талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче пулăшма хатĕр.
Паллах, кирлĕ чухне ытти профиль специалисчĕсене те явăçтараççĕ. Хирурги уйрăмĕнче çынсене хальхи вăхăтра хирурги, урологи, травматологи тата гинекологи енĕпе пулăшу параççĕ.
Хирурги уйрăмне аслă категори врачĕ Николай Григорьев хирург ертсе пырать. Унпа пĕрле ĕçлекен хирургсен коллективĕ те ăста специалистсенчен тăрать: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, аслă категори врачĕ – Леонид Андреев, 1 категори врачĕ – Леонид Сильвестров хирург, аслă категори врачĕ – Юрий Кузнецов хирург, аслă категори врачĕ – Владислав Данилов
хирург, Николай Карпов хирург врач.
Хирурги уйрăмĕнче 18 медсестра вăй хурать, 11-шĕ постра тимлеççĕ (икĕ пост), процедурăсем тăвакан медсестра 2, операци медицина сестрисем – 4. Çак ушкăна аслă медицина сестри Ольга Захарова ертсе пырать.
Вăтам медицина персоналĕ те ăста специалистсенчен тăрать. Çакна 12 медсестра аслă категори медсестрисем, 3 – пĕрремĕш категорипе пулни çирĕплетет.
Палăртмасăр иртме çук, çак туслă та хăйĕн ĕçне ăста пурнăçласа пыракан коллектив муркашсене кăна мар, кÿршĕри элĕксене, етĕрнесене тата Козьмодемьянск тăрăхĕнчи çынсене те хирурги пулăшăвĕпе тивĕçтерет.
Сентябрь 2026 |
