Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным днем семьи

Категория: Главные новости Опубликовано: 12.05.2023, 11:11 Просмотров: 290

fotografija roditelej s detmi

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни çыншăн çемьерен, кил ăшшинчен хакли нимĕн те çук. Килте пĕр-пĕрне юратсан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан,  пурнăç та илемлĕ, чунра та лăпкă. Çемьере йĕркеллĕ пулсан,  ĕç те ăнать. Туслă çемьере ачасем те телейлĕ ÿсеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен лайăххине вĕренсе ÿсеççĕ, ĕçе хăнăхса, яваплăха туйса çитĕнеççĕ.

Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене паракан çăмăллăхсем  çулсеренех хушăнсах  пыраççĕ. Анчах та çемьери телей вара пирĕнтен хамăртанах килнине пирĕн яланах асра тытасчĕ. Çемье телейне сыхласа хăварас тесен,  пĕр-пĕрне каçарма   та пĕлмелле.  Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах.

Урăх çемьесенчи  ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене уйрăммăнах тав тăвас килет. Тавах сире ытти çемьесенчи ачасене чĕре ăшшине панăшăн, вĕсене пурнăç çулне тупма пулăшăнăшăн.

Пурсăра та сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Тăван кил, çемье  ăшши сирĕн пурнăç çулне уçса пытăр. Ачăрсем сире яланах савăнтарччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                         А.В. Иванов 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4