Паян - Медицина сестрин кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 12.05.2023, 09:57 Просмотров: 277

1683696487496

Вĕсем шурă халатлă ангелсем пекех

Паянхи кун Муркаш район тĕп больницин тытăмĕнче пурĕ 180 çын медицина вăтам персоналĕ. Вĕсенчен пĕр пайĕ участок медицина сестрисем. Вĕсем çынсене кунсерен медицина пулăшăвĕ парассипе врачсемпе юнашар тимлеççĕ.

Ираида Атласкина 30 çул участок медицина сестринче вăй хурать. Ĕçлеме тытăннă чухне участок медицина сестринчех чылай вăхăт ĕçлессе шутламаннине калать вăл. Темиçе çул ĕçленĕ хыççăн вара ăна пациентсем урамра паллама, сывлăх сунма пуçланă. Вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшакана тав сăмахĕ калама кăна мар, самантпа усă курса канаш ыйтма та тытăннă. Апла пулсан ăна шаннă, хисепленĕ.

«Ĕçлеме пуçланăранпа ăрусем те улшăнчĕç ĕнтĕ. Поликлиникăри йышăнăва эпĕ ĕçлеме тытăннă вăхăтри çынсен мăнукĕсем те килеççĕ халĕ», каласа парать вăл ăшă кулăпа.

Участокри медицина сестрисем кашниех вăтамран 1300 çынна яхăн тимлĕхре тытаççĕ: пациентсене сиплев, реабилитаци е ытти тĕрлĕ пулăшу кирлĕ пĕтĕмпех йĕркелемелле.

Инвалидсем е вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем патне ытларах чухне киле çитсе килеççĕ, мĕншĕн тесен укол та вăхăтра тумалла, сурана та кашни кун тĕрĕслесе çыхса тăмалли пулать, рецепт тăрăх эмелпе вăхăтра тивĕçтересси те.

Килти условисем чирлĕ çыншăн йывăртарах пулсан медицина сестрисем социаллă хÿтлĕх органĕпе çыхăнаççĕ… Вĕсем шурă халатлă ангелсем пекех, ĕçĕпе те, сăмахĕпе те сиплеççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4