Иртнĕ кунсем манăçмаççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.05.2023, 12:17 Просмотров: 262

 photo 2023 05 09 12 33 32

Майăн 9-мĕшĕнче Муркашра ир-ирех чун-чĕрене хумхантаракан юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Çĕнтерÿ кунĕ муркаш муниципалитет округĕнче «Сăмах - чĕррисене, астăвăм - пуç хунисене» ятпа иртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансем Муркашăн тĕп лапамĕнче - «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче - пухăнчĕç. Уяв сцени çинче «Ялан пултăр мирлĕ тÿпе» ятпа ташăпа кĕвĕ композицине курма май килчĕ, ачасен хорне пăхма кăмăллă пулчĕ, параппанçă хĕрсем ташă парнелерĕç.

Уявăн тĕп пайĕ Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков Парада тĕрĕсленинчен пуçланчĕ.

Муркаш çыннисене Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, Муркаш муниципалитет округĕнчи ветерансен канашăн ертÿçи Елена Максимова салам сăмахĕсене каларĕç.

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та Çĕнтерÿ кунне халалласа авточупу иртрĕ, унта хутшăнакансем кăçал та чылаййăн пулчĕç. Вĕсем вăрăм çула тухрĕç.

Ятарлă çар операцийĕ пирки асăнмасăр иртме çук. Унта хутшăнса пуç хунă паттăр салтаксем те пур. Уявра Троицкийсен çемйине Паттăрлăх орденне парса чысларĕç.

Ветерансене, вăрçа хутшăннисен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем саламларĕç. «Çĕр çинчи мирлĕ пурнăç ячĕпе» литмонтаж вуларĕç.

Шкулсенчи çамрăк армеецсен уйрăмĕсем парад утрĕç, ăна Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков ертсе пычĕ.

Хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Уяв кунĕнче Муркашри Çĕнтерÿ паркĕнче тĕрлĕ площадка ĕçлерĕ, вăл шутра «Çĕнтерĕве халаллатăп» ятпа интерактивлă площадка. Унта йĕркеленĕ вăйă-конкурссене кăмăл тăвакансем хутшăнма пултарчĕç. Çак кун салтак пăтти тутанса пăхма май килчĕ.

«Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа «Эпĕ астăватăп! Эпĕ мăнаçланатăп» ятпа гала-концерт иртрĕ.

Çапла иртет 78-мĕш Çĕнтерÿ уявĕ Муркаш округĕнче. Мирлĕ пурнăçа сыхланă кашни салтак пирĕн асра. Никама та манман, нимĕн те манăçман.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4