Пĕрлĕх - пысăк вăй

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.04.2023, 08:49 Просмотров: 367

Bb7lPhLeVEPSIUGQhgv2bXPyQG8t4zks

Апрелĕн 12-мĕшĕнче пирĕн округра «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов, партин регионти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Оксана Егорова, партин «Çамрăк гварди» юхăмĕн регион уйрăмĕн ертÿçи Андрей Шакулов пулчĕç. Вĕсем çав кун партин пуçламăш организацийĕсен секретарĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва республика Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угасловпа Александр Федотов, партин Муркаш округ уйрăмĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн территори пайĕсен пуçлăхĕсем, структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх, Муркаш тăрăхĕнче пуçаруллă та хастар çынсем пурăнаççĕ. Федераци тата республика шайĕнчи программăсемпе проектсене хутшăнса вĕсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатса пырассипе çĕнĕрен çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илеççĕ.

Хальхи вăхăтра вара пур сферăна та тăнăç аталантарса пыма  патшалăх енчен пулăшу мелĕсем пĕчĕк мар. Акă республикăра ял хуçалăх продукцине туса илекенсем валли кăна патшалăх пулăшăвĕн 78 йышши мелне пăхса хунă. Парти çине тăнипе пурнăçа кĕрекен пулăшу мелĕсем те курăмлă.

«Единая Россия» пртин регион уйрăмĕн секретарĕ хальхи вăхăтра парти членĕсем умĕнче тăракан задачăсене çутатрĕ, пур ыйтăва та пĕрле пулса татса пама чĕнсе каларĕ, пĕрле пулсан кăна эпир пур йывăрлăха та çĕнме пултарассине каларĕ.

Муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов çавна асăнчĕ. Шăпах ĕнтĕ наци проекчĕсене, федераци тата республика программисене хутшăнса округра юлашки вăхăтра территорисене аталантарассипе калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килнĕ. Çынсен пурнăç пахалăхĕ лайăхланса пырать.

Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угаслов тата Александр Федотов, партин округ уйрăмĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов та ыйтусене татса парассипе пĕрле ĕçлемелли пирки каларĕç, пуçламăш организацисене çирĕплетмеллине асăнчĕç. «Çамрăк гвардин» регион уйрăмĕн ертÿçи Андрей Шакулов вара çамрăксемпе ĕçлессин ыйтăвĕсене çутатрĕ, хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнни, халĕ вара пирĕн салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ çитерсе парассипе çине тăрса ĕçлени пирки каласа пачĕ.

«Паянхи вăхăт ансат мар. Кун пек чухне эпир мĕнле парти членĕ пулнине пăхмасăр пĕрле пĕтĕçме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитетсене аталантарассипе вара паян майсем сахал мар. Тăван республикăна, çĕршыва аталантарассишĕн пурин те пĕрле пĕтĕмпех тăвас пулать», - тесе палăртрĕ хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Леонид Черкесов. Çавăн пекех вăл тĕл пулăва хутшăнакансен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

Владислав ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4