Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн черетлĕ вунтăваттăмĕш ларăвĕ округ администрацийĕн ларусен залĕнче апрелĕн 12-мĕшĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне предприятисемпе организацисен ертÿçисем, округ администрацийĕн территори пайĕсен пуçлăхĕсем, струтура подразделенийĕсен ертÿçисем, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ертсе пычĕ.
Ларура малтанах Орининти Çветуй Троица чиркĕвĕн Православи прихучĕн вырăнти тĕн организацийĕн настоятельне Иннокентий игумена «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне парса чысларĕç. Наградăна вăл ăс-хакăлпа нравственноç йăли-йĕркине сыхласа хăварма тата аталантарма тÿпе хывнăшăн тивĕçнĕ.
Ларура пĕрремĕш ыйтупа депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн 2022 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи «Муркаш муниципалитет округĕн 2023 çулхи тата планланă 2024 çулпа 2025 çулхи тапхăрти бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Асăннă ыйтупа округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева тухса калаçрĕ. Çапла вара округăн кăçалхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе унччен çирĕплетнинчен 147 млн та 310,8 пин тенкĕ ÿсрĕ, 1 млрд та 109 млн та 662,4 пин тенкĕпе танлашрĕ. Расхут шайне 1 млрд та 217 млн та 337,3 пин тенкĕ шайĕнче çирĕплетрĕç. Ку та унччен çирĕплетнинчен 204 млн та 186,8 пин тенкĕ нумайрах.
Çавăн пекех ларура депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн 2022 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнчи муниципалитет округ администрацийĕн ĕçченĕсене муниципалитет службипе çыхăнман должноçсенче ĕçленĕшĕн тÿлессипе çыхăннă йышăнăвне, 2023 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи муниципалитет пурăнмалли çурт-йĕр тĕрĕслевĕ пирки калакан положение улшăнусем кĕртрĕç, Муркаш муниципалитет округĕн харпăрлăхĕнчи çĕр участокне Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне парасси пирки йышăну турĕç.
Ларура пăхса тухма кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусем Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула реорганизацилесе Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа пĕрлештерессин тата 29-мĕш номерлĕ «Незабудка» ача садне хупассин ыйтăвĕсемпе çынсем хушшинче ыйтăм ирттерессипе, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхне премилессипе, Муркаш муниципалитет округ служащийĕсене выслугăна кура пенси çумне уйăхсерен хушса тÿлессипе, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн должноçне йышăнаканăн тупăшсемпе расхутсем, пурлăх пирки сведенисем тăратмалли йĕркене çирĕплетессипе, муниципалитет округĕн территорийĕнче тирпей-илем кĕртессин сферинчи муниципалитет тĕрĕслевĕн положенине çирĕплетессипе çыхăннисем. Депутатсем ларура асăннă ыйтусене те тĕплĕн сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
