Ку таранччен çак проекта хутшăнса Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри парксене хăтлăрах та илемлĕрех турĕç. Çак ĕç халăх хутшăннипе пулнă, мĕншĕн тесен объектсене хăт кĕртме чи малтанах вырăнта (округра) пурăнакансем мĕнле сасăланине шута илеççĕ.
Муркаш муниципалите округĕн администрацийĕ кăçал центра малалла хăт кĕртес тĕллевлĕ. Çавна май Муркаш салинчи тĕп вырăна хăт кĕртессин виççĕмĕш тапхăрĕпе пăхса хунă ĕçсене пурнăçлама палăртнă. Ку вăл - «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнчи пĕве таврашне илемлĕрех тăвасси.
Анчах та, укçа-тенке республика тата федераци бюджечĕсенчен уйăрнине кура, РФ Строительство министерстви чи малтанах вырăнти çынсен активлăхне, вĕсем мĕнле сасăланине шута илет.
Сасăлав апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланать. Сасăлава патшалăх услугисен порталĕнче тата волонтерсем пулăшнипе хутшăнма пулать. Районта ку ĕçе 40 яхăн волонтер туса пырĕ.
Сентябрь 2026 |
