Ялти спартакиадăра вăй виçнĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 01.03.2023, 08:25 Просмотров: 294

IMG 3120

Паттăр ентешĕсене Сергей Харькова тата Николай Скворцова асăнса Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче – февралĕн 23-мĕшĕнче Хорнуйĕнче Муркаш муниципалитет округĕн территори пайĕпе депутатсен муниципалитет округ Пухăвĕн вырăнти депутачĕ Александр Сидюшкин йĕркеленипе йăлана кĕнĕ спартакиада кăçалхипе 14-мĕш хут ирттернĕ.

Ăмăртусенче Хорнуй ялĕн урамĕсен пĕрлештернĕ командисем вăй виçнĕ. Командăсем йĕлтĕрпе чупассипе, Скандинави мелĕпе утассипе, мини-футболла выляссипе, канат туртассипе, дартс енĕпе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, шашкăпа шахматла тата сĕтел çи теннисла выляссипе ăмăртнă.

Малти вырăна Первомайская урам команди çĕнсе илме пултарнă. Хыççăнхисем – Школьная тата Садовая урамсен командисем. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. Уйрăм тав сăмахĕ спонсорсене – С. Харьковпа Н. Скворцов тăванĕсене.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6