Район тĕрлĕ енпе çитĕнÿ тума пултарчĕ
Муркашсем февралĕн 21-мĕшĕнче районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн анлă ларăвĕнче пĕтĕмлетрĕç, 2023 çулта муниципалитет округĕ умĕнче тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç.
Мероприятие Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов, Чăваш Республикин Паташлăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, çавăн пекех округ Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ĕç коллективĕсен тата обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Иртнĕ çула пĕтĕмлетиччен районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене, ĕçре палăрнисене тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене чысларĕç.
Алексей Матросов район 2022 çулта тунă ĕçсемпе, ума лартнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ, кашни сфера çинче тĕплĕн чарăнчĕ, отрасльсем япăх мар аталаннине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, çулталăк тăршшĕпе районта ĕç укçи вăхăтра тÿлесе тăнă, социаллă культура сферине тĕрев панă, район хăй çине илнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ обязательствăна пурнăçланă.
Район бюджечĕн тăкакĕ 1 млрд 055 млн тенкĕ пулнă. Çакă унчченхи çулхи тăкакран 58,5 млн тенкĕ чухлĕ пĕчĕкрех. Бюджетăн консолидированнăй тупăшĕ каялла памалла мар укçа-тенкĕ кĕнипе пĕрле шутласан 1 млрд та 137 млн ытла тенкĕпе танлашнă, 2021 çулхипе танлаштарсан, 21,2 млн тенкĕ е ÿсĕм 1,9 процент.
Мĕнпур тупăшра хамăр ĕçлесе илнĕ укçа 285,6 млн тенкĕ пулнă, мĕнпур тупăшри хамăр тÿпе 25,1 процент. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вырăнти бюджета кĕрекен налук тупăшĕнче «Сеспель» предприятин тÿпи пысăк, 20 процент, Чăвашпотребсоюз системинчи предприятисен пĕрлехи тÿпи 8 процента яхăн. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен районăн консолидированнăй бюджетне 25,9 млн тупăш кĕнĕ.
Пысăк тата вăтам предприятисенчи производствăри тавара сутлăха ăсатни, тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерни экономика кăтартăвĕ тăрăх 6 млрд тенкĕпе танлашать. Вăл шутра ял хуçалăх отраслĕнчи предприятисен тÿпи - 1,5 млрд тенкĕ (ÿсĕм 37 процент), промышленноç тата тивĕçтерÿ производствин тÿпи - 3,6 млрд тенкĕ (6,2 процент чакнă).
2022 çулта районти инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,1 млрд тенкĕпе танлашнă, 32 инвестици проекчĕ вăя кĕртнĕ, 25 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ çулта тĕрлĕ программăпа 45 çемье 52 млн тенкĕне яхăнлăх пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă. Халăха шывпа тивĕçтерекен 25 объектра 55,1 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ирттернĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрпе искусствăлла сооружение тытса тăма пĕтĕмпе 123 млн тенкĕне яхăн пăхса хунă.
2023 çулта пурнăçламалли ĕç те пысăк калăпăшлă, округ наци проекчĕсемпе тĕрлĕ программăна хутшăнассине малалла тăсать. «Культура» наци проектне вăя кĕртмелле, А. Николаев ячĕллĕ ача-пăча библиотеки модельлĕ пулĕ, ăна валли федераци бюджетĕнчен 5 млн тенкĕ уйăраççĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулĕн территорине хăтлăх кĕртме 22 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çавăн пекех ытти ĕç те чылай пулмалла çулталăк тăршшĕнче.
- Районăн социаллă экономика аталанăвĕ курăмлă, мĕн пурнăçлани Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тата регион правительстви пулăшнипе, район администрацийĕ депутат корпусĕпе, предприяти-организацисен ертÿçисемпе, обществăлла йĕркеленÿсемпе килĕштерсе ĕçленипе пулса пырать. Сире пĕрлехи ĕçшĕн тав тăватăп, малашнехи ĕçсем пирĕн татах та пысăк. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнчи задачăсене пĕрле пурнăçлăпăр, - терĕ Алексей Матросов.
Тухса калаçакансем татах пулчĕç, тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç.
Р. Илларионова.
Сентябрь 2026 |
