Культура ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пысăк

Категория: Главные новости Опубликовано: 10.02.2023, 14:21 Просмотров: 364

photo 2023 02 09 15 00 26

Муркаш муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетме тата 2023 çулхи задачăсене палăртма Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртне пухăнчĕç. Мероприяти февралĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова, Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, муниципалитет культура учрежденийĕсен, ачасен искусство шкулĕн, архивĕн ертÿçисемпе ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва хутшăнакансем малтанах Культура çуртĕнчи фойере йĕркеленĕ ал ĕçĕсен выставкипе, Мăн Сĕнтĕрти тĕслĕх библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, кунти хăтлă залсенче пулса курчĕç. Мероприятие хутшăнакансене Культура çуртĕнчи «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамблĕн членĕсем хăйсен юррисемпе кĕтсе илчĕç.

Культура отраслĕн ĕçченĕсен канашлăвне хутшăнакансене округ пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ, округăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче культура ĕçченĕсен тÿпи пĕчĕк мар пулнине палăртрĕ. Çавна май культура аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем яланах округ администрацийĕн тимлĕхĕнче пулнине каларĕ.

Культура сферин иртнĕ çулхи ĕçĕсене Муркаш округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова пĕтĕмлетрĕ, чылай мероприятие Раççейри Культура еткерлĕхĕн çулталăкĕн тата Чăваш Республикинчи Паллă ентешсен çулталăкĕн шайĕнче йĕркелесе ирттернине палăртрĕ.

Округри культура сферинче паян чăннипех те профессие парăннă çынсем, хăйсен ĕçĕн ăстисем вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсен  професси ăсталăхне, квалификацине вĕçĕм ÿстереççĕ, семинарсене хутшăнаççĕ. Республика конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçме пултарни те çавна лайăх çирĕплетет.

Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянлансах пырать. Республика программине хутшăнса иртнĕ çул Очăкасси клубĕнче 7,4 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнĕ. «Единая Россия» партин «Культура малой Родины» проекчĕ шайĕнче Ярославкăри Культура çуртĕнче 505 пин тенкĕлĕх модернизаци ĕçĕсем пурнăçланă. Муркаш районĕн бюджечĕ шучĕпе Юнкăри Культура çурчĕн çине 1,8 млн тенкĕлĕх юсанă, Шурча библиотекинче 800 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Республика конкурсне хутшăнса Йÿçкассинчи Культура çурчĕ 175 пин тенкĕлĕх субсидие тивĕçнĕ. Унпа сцена костюмĕсене çĕнетме усă курнă. Çулталăк хушшинче сцена костюмĕсене çавăн пекех Орининти, Шатракассинчи, Кашмашри тата Муркашри Культура çурчĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем те çĕнетме пултарнă.

Округра халăх пултарулăхĕн клуб йĕркеленĕвĕсем 259 шутланаççĕ. Вĕсене 2960 çын хутшăнать. Хореографи ушкăнĕсем 44, ансамбльсем 42, театр тата фольклор коллективĕсем сахал мар. 14 коллектив «халăх» ятне тивĕçнĕ. Любовь Александровна коллективсен çулталăкри пултарулăх ĕçне анлăн çутатрĕ, библиотека, музей, архив, ачасен хушма вĕренĕвĕн ĕçĕсем çинче те тĕплĕ чарăнчĕ, «Пушкин карттин» программине пурнăçа кĕртессипе туса ирттерекен ĕçсем пирки каласа пачĕ. Çавăн пекех кăçал - Раççейри Педагог тата наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче те культура ĕçченĕсем умĕнче калапăшлă задачăсем тăни пирки каларĕ. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче федераци уйăракан 5 млн тенкĕпе модернизаци ĕçĕсем ирттерсе Муркашри ача-пăча тĕп библиотеки тĕслĕх библиотека статусне илмелле, Апчар клубĕнче «Местный Дом культуры» программа шайĕнче 1,3 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази малашне те пуянланса пымалла.

Канашлура Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова округри культура сферин ĕçне тишкерсе хак пачĕ, культура ĕçченĕн паянхи пурнăçри пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пысăк пулнине палăртрĕ, умра тăракан задачăсене уçăмлатрĕ. Ĕçре палăрнисене вара канашлура сцена çине чĕнсе кăларса чысларĕç.

Медодика пулăшăвĕ парас енĕпе канашлу хыççăн культура ĕçченĕсем валли «Библиотека ĕçĕ-хĕлĕ», «Культурăпа кану ĕçĕ-хĕлĕ», «Вĕренÿ» темăсемпе йĕркеленĕ секци плащадкисем ĕçлерĕç. Культура ĕçченĕсем вĕсенче хăйсен пĕлĕвне ÿстерме пултарчĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4