Депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ вунпĕрмĕш, кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ округ администрацийĕн ларусен залĕнче январĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемпе пĕрлех округ администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, территори пайĕсен ертÿçисем, администраци пуçлăхĕ Алексей Матросов хутшăнчĕç. Ларăва Пуху председателĕ Александр Иванов ертсе пычĕ.
Депутатсем çав кун ларура кун йĕркине кĕртнĕ 17 ыйту сÿтсе явса йышăнусем турĕç. Ларура Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнчи муниципалитет çĕр контролĕ, муниципалитет пурлăхне тытса пырасси тата унпа усă курасси, муниципалитет пурлăхне учета илессин тата пурлăх реестрне туса пырассин йĕрки, муниципалитетăн унитарлă предприятийĕсем тата хуçалăх обществисем хăйсен устав капиталĕн пайне куçарассин йĕрки тата унăн виçи çинчен калакан положенисене çирĕплетрĕç.
Ларура сÿтсе явнă ытти ытларах ыйту та Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн ĕçне-хĕлне йĕркелессипе, муниципалитет служащийĕсем хăйсен должноç тивĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăнни. Ларурах Муркаш муниципалитет округĕн общество палати пирки калакан положение те çирĕплетсе хăварчĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
