Аяларах çак сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплетĕпĕр.
Кадрсемпе тивĕçтернĕ.
Редакцире паян 11 çын ĕçлет, вакансисем çук. Нумай çул ĕçлекенсемпе юнашар çамрăксем вăй хураççĕ. Редакци штатĕнче паян 4 журналист.
Хаçат хăйĕн укçи-тенкипе тухать.
Çапла калани те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен мĕнпур тăкаксен ытларах пайне редакци ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕрен саплаштаратпăр. Рекламăпа пĕлтерÿсенчен, çырăнтаруран пухнă укçа-тенкĕ хаçат кăларма каять.
Цифрăсен чĕлхипе вăл çапла курăнать. Бюджетран панă укçа-тенкĕ тÿпи 29 процентпа танлашать, редакци ĕçлесе илни – 71 процентпа.
Хаçат тиражĕ – 4400 экземпляр.
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн паянхи номерĕ 4400 экземплярпа пичетленчĕ.
Хаçат тиражĕ унчченхи çулсенчи шайрах тăрать.
Социаллă сетьсенче – 5493 вулакан.
Çапла, паян хаçат Интернет уçлăхне те тухрĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче социаллă сетьсенчи подписчиксен йышĕ хаçата çырăнса илекенсен хисепĕнчен иртсе кайрĕ.
Пирĕн вулакансем уйрăмах Одноклассники сетьре йышлă – 3643 çын. ВКонтакте сетьре – 1690 çын, Телеграмра – 160 çын.
Пирĕн хаçата çырăнса илекенсене, редакципе çыхăну тытакансене, ялкорсене, почтальонсене уявсемпе саламлатпăр,тав сăмахĕ калатпăр!
Сентябрь 2026 |
