Муркаш муниципалитет округ администрацийĕ ĕçе тытăнчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 21.12.2022, 13:55 Просмотров: 203

IMG 8128

Çапла вара Муракаш районĕ вырăнне Муркаш муниципалитет округĕ йĕркелессипе çыхăннă хатĕрленÿпе йĕркелÿ ĕçĕсем вĕçленчĕç темелле. Кăçалхи декабрĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса муниципалитет округĕ тулли праваллă пулса тăчĕ, округ администрацийĕ çĕнĕ статуспа ĕçе кÿлĕнчĕ. Муркаш районне пĕтерессипе, ун вырăнне Муркаш муниципалитет округĕ туса хурассипе çыхăннă ыйтусене депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр тăххăрмĕш ларăвĕнче декабрĕн 21-мĕшĕнче сÿтсе явса йышăнусем турĕç. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предпряти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ертсе пычĕ.

Чи малтанах ларура Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене 2022 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса вăхăт çитмесĕрех пăрахăçласси тата унпа тунă контракта чарса лартасси пирки сÿтсе яврĕç. Мĕншĕн тесен çак кунран тытăнса Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ хăйĕн полномочийĕсене пурнăçлама тытăнать. Апла пулин те Муркаш район администрацийĕ 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен сыхланса юлать. Çавна май депутатсем ку тапхăрта район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхне Лилия Тарасовăна çирĕплетрĕç.

Çавăн пекех ларура Муркаш район пуçлăхĕн полномочийĕсене пăрахăçласси пирки ыйту пăхса тухса йышăну турĕç. Ларура тунă ытти йышăнусем Муркаш район администрацине тата Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пĕтерессипе, Муркаш район администрацийĕн тата Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсен полномочийĕсене чарса лартассипе çыхăннисем. Вĕсен полномочийĕ кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет.

Ларурах депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕсем Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн структурине çирĕплетсе хăварчĕç. Унпа депутатсене Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов паллаштарчĕ.

Малашне муниципалитет округ администрацийĕнче çĕнĕ орган - хăтлăх тата территорисене аталантарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пулать. Депутатсен Муркаш муниципалитет  округ Пухăвĕн черетсĕр ларăвне хутшăнакансем ун пирки калакан йышăнăва çирĕплетрĕç. Асăннă управлени полномочийĕнче вырăнти пĕлтерĕшлĕ пур ыйтупа та çынсемпе çыхăнса ĕçлесси пулĕ.

Муркаш муниципалитет  округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов çак вăхăтчен район аталанăвĕшĕн, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн, вĕсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн тачă çыхăнса ĕçлесе пынишĕн депутатсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав сăмахĕ каларĕ, малашне те пĕр çыхăра пуласса, ÿлĕм те муниципалитет округĕ умĕнче тăракан задачăсене татса парассишĕн пĕрле тăрăшассине шанни пирки пĕлтерчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4