Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн черетлĕ улттăмĕш ларăвĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче декабрĕн 7-мĕшĕнче ĕçлерĕ. Ларăва çавăн пекех Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçсене пурнăçлаканĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алексей Владимиров, РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников, райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Лару ĕçне депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ертсе пычĕ.
Ларура чи малтанах депутатсем Муркаш муниципалитет округĕн 2023 çулхи тата планланă 2024 çулпа 2025 çулхи тапхăрти экономикăпа социаллă аталану прогнозне сÿтсе яврĕç. Унпа район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Ольга Тимофеева паллаштарчĕ. Сăмах май, çитес çулхи аталану прогнозне икĕ вариантпа туса хатĕрленĕ, вĕсем экономикăри тăнăçлăх 2023 çулта мĕнле шайра пулма пултарассипе çыхăннă.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа ларура Муркаш муниципалитет окургĕн 2023 çулхи тата планланă 2024 çулпа 2025 çулхи тапхăрти бюджечĕ пирки сÿтсе яврĕç. Бюджетпа çыхăннă ыйтусене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева çутатрĕ.
Рената Иосифовна палăртнă тăрăх, çитес çулхи бюджет тупăшсем енĕпе 962 млн та 351,7 пин тенкĕпе, хушма расхутсене шута илсен, расхутсем енĕпе пĕтĕмĕшле 1 млрд та 13 млн та 150,7 пин тенкĕпе танлашать. Тупăшсен шутĕнче районăн хăйĕн тупăшĕ 245 млн та 126,9 пин тенкĕ пулмалла. Республика уйăрса паракан каялла тавăрса памалла мар субсидисене 717 млн та 224,8 пин тенкĕ шайĕнче палăртнă.
Расхутсен шайĕнче вĕренÿ сфери валли уйăракан сумма - чи пысăкки, 536 млн та 219,9 пин тенкĕпе е 52,9 процентпа танлашать. Социаллă ыйтусене татса пама 40 млн та 553,1 пин тенкĕ (4 процент), культура валли 53 млн та 584 пин тенкĕ (5,3 процент), пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх валли 132 млн та 2,9 пин тенкĕ (13 процент) уйăрма пăхнă.
Муниципалитетăн çитес çулхи çул-йĕр фончĕ 103 млн та 918,1 пин тенкĕпе танлашать. Вăл шутра «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ шайĕнче туса ирттерекен ĕçсем 21 млн та 52,6 пин тенкĕпе, пуçарулăх бюджечĕн шайĕнче туса ирттерекен çул-йĕр юсав ĕçĕсем 20 млн та 160,9 пин тенкĕ йышăнаççĕ.
Сÿтсе явнă хыççăн депутатсем Муркаш муниципалитет округĕн 2023 çулхи бюджетне пĕр саслăн йышăнчĕç.
Ларура Муркаш муниципалитет округĕн административлă комиссийĕ çинчен калакан положенипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова паллаштарчĕ. Депутатсем ăна çирĕплетме йышăнчĕç.
Асăннă ларурах депутатсем пурлăха тÿлевсĕр майпа Турай тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсен муниципалитет харпăрлăхĕнчен Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхне йышăнасси пирки йышăнусем турĕç.
Кунсăр пуçне ларура пур ял тăрăхне пырса тивекен ыйтусене те сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Сăмах çитес çултан Муркаш районĕ вырăнне Муркаш муниципалитет округĕ пулассипе, çавна май округăн пĕрлехи пĕр бюджет пулассипе çыхăннă. Çавна май депутатсем депутатсен районти ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен 2022 çулхи тата планланă 2023 çулпа 2024 çулхи тапхăрти бюджечĕсем пирки калакан йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.
Муркаш муниципалитет округĕн 2023 çулхи бюджетне йышăннă ятпа ларăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ, палăртнă ĕçсене пурнăçлама, умри задачăсене татса пама ăнăçу сунчĕ.
Сентябрь 2026 |
