Цифра аталанăвĕнчи танмарлăха пĕтерес тĕллевпе федераци шайĕнче ятарлă проект пурнăçланать. Çак проектпа килĕшÿллĕн «Ростелеком» пĕрлешÿ Чăваш Республикинчи пĕчĕк ялсенче база станцийĕсем выранçтараса хута ярать, Интернет хăвăртлăхне ÿстерет.
«Ростелеком» пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçи Евгений Макагонов каланă тăрăх, федераци проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕнчи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр республикăра 5 база станцийĕ вырнаçтарнă, кăçал вара кун пек тепĕр 7 станци ĕçлеме тытăнчĕ. Çитес çул валли база станцине 13 ялта вырнаçтарасси те паллă.
Каласа хăвармалла, çак станцисене ăçта вырнаçтарасси халăх сасăлавĕнчен килет. Акă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи çынсем те çав сасăлава хутшăннă.
Çавăнпах ĕнтĕ кăçал вырнаçтарнă 7 станци йышĕнче Муркаш районĕнчи Çĕмĕрткасси ялĕнче база станцине лартнă, вăл ĕçлеме тытăнчĕ. Специалистсем вырăнта тата Йÿçкассинче Интернет хăвăртлăхне ятаралă хатĕрпе тĕрĕслерĕç.
«Хăвăртлăх чăнах та пысăк, Шупашкартипе пĕр пекрех - çеккунтра 45 - 50 Мбит. Кун пек хăвăртлăхпа темĕнле ĕç те пурнăçлама пулать. Кунти база станцийĕ çине хальлĕхе пысăк тиев лекмест, апла пулсан Интернет çыхăнăвĕ те лайăхрах», - терĕç вĕсем.
Çак станци вăтамран 4 км радиусра пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа (4G) тивĕçтерсе тăрĕ. Çавăнпа та çĕмĕрткассисем те, юнашар ялтисем те Интернетпа çывăхрах туслашĕç.
Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, ку база станцийĕ ĕçлеме тытннă хыççăн ял тăрăхĕн территорийĕнче Интернет çыхăнăвне лайăхлатмалли Панкли тăрăхĕ кăна юлать. Ял тăрăхĕнче пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕ пулни вырăнти социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисен ĕçĕ çине те ырă витĕм кÿмелле. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн территорийĕн 80 процентне майлă пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕпе «хупланă», территоринче 4 вышка ĕçлет.
Çĕмĕрткассинче пурăнакан Лариса Васильева вĕрентекен унччен Интернет çыхăнăвĕ питĕ чăрмавлă пулнине калать.
«Халĕ вара пысăк хăвăртлăхлă Интернет пулни ачасене уроксене хатĕрленме те, пире те хамăрăн ĕçпе çыхăннă самантсене çийĕнчех уçăмлатма май парать. Ял çынни те халĕ Интернетсăр пурăнмасть, çавăнпа та хăвăртлăх пысăккишĕн эпир савăнтапăр кăна», - тет.
Инна Ефимова та, Кив Матьăк ялĕнче пурăнаканскер, Интернет хăвăртлăхĕ ÿснине çирĕплетсе калать.
«Малтан пÿртре Интернет çыхăнăвĕ ăçта лайăхрах пулнине шыраса тупмамллаччĕ, халĕ вара кун пек ыйту çук. Патшалăх услугисен порталĕпе нумай усă куратпăр, тинех ку ĕçе те чăрмавсăрах пурнăçлама май пур. Ачасене те тĕрлĕ мероприятие хатĕрленме меллĕ пулĕ. Интернет пурри çынсен кăмăлне, паллах, хăпартать, çыхăну лайхланни пирĕн тăрăхра пурăнакансен пурнăç шайне те ÿстерме пулăшать», - пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.
Интернетпа куллен усă куракансем вырăнта çак станци ĕçлеме тытăннине лайăх енчен кăна хаклаççĕ пулсан, паллах ку ял çыннин кăмăлне тивĕçтернине калать. Халĕ çĕмĕрткассисен те Интернетпа чылай ĕçе хăвăртрах пурнăçлама пулать.
Н. Николаева
Сентябрь 2026 |
