Поздравление исполняющего полномочий главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем сотрудника органов внутренних дел

Категория: Главные новости Опубликовано: 10.11.2022, 14:30 Просмотров: 191

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир, çĕрне-кунне пăхмасăр,  обществăлла йĕркелĕхе сыхлатăр, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе панă ирĕкĕсемпе прависене  хÿтĕлетĕр. Преступленисен йышне чакарас, вĕсене вăхăтра уçса парас тесе  тăрăшатăр. Профилактика мероприятийĕсене те сахал мар туса ирттеретĕр.

Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн. Эсир малалла та  районта  лару-тăру лăпкă пултăр тесе çине тăрса тимлессе шансах тăратпăр.  Çак ĕçре сире ăнăçу сунатпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4