Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ - Алексей Матросов

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.11.2022, 15:54 Просмотров: 207

Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмăш ларăвĕнче икĕ ыйту сÿтсе яврĕç. Пĕрремĕшĕ - Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидатсене суйласа илессипе конкурс комиссийĕн йышăнăвĕ çинчен. Иккĕмĕшĕ - Муркаш муниципалитет округĕн Пуçлăхне суйласси çинчен.

Çавна май ларăва Муркаш муниципалитет округĕн депутачĕсемпе пĕрлех конкурс комиссийĕн членĕсем те пухăнчĕç. Лару ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угаслов тата Александр Федотов та, вырăнти ертÿçсĕме те хутшăнчĕç.

Ларăва Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ертсе  пычĕ.

Конкурс комиссийĕн председателĕ - Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет предстедателĕ Сергей Павлов конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.

Вăл Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидатурăсене суйласа илессипе ĕçленĕ конкурс комиссине заявленисене çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 17.00 сехетчен йышăннине пĕлтерчĕ. Конкурс комиссине виçĕ çын заявлени панă тата документсем тăратнă.

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче конкурс комиссийĕн иккĕмĕш ларăвĕнче кандидатсен конкурса хутшăнма тăратнă заявленийĕсене тата кирлĕ докуменчĕсене тишкернĕ. Конкурс комиссийĕ виçĕ кандидата та конкурса хутшăнма ирĕк панă. Кандидатсем çаксем пулнă: Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, «БТИ» пĕрлешÿ директорĕ Сергей Ермолаев, Муркашра пурăнакан Николай Никитин.

Сергей Павлов Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма конкурса хутшăнакан кандидатсен конкурсĕ ноябрĕн 9-мĕшĕнче иртнине палăртрĕ. Кашни кандидатпа куçа-куçăн калаçу ирттернĕ хыççăн икĕ кандидата, нумайрах балл пухнисене, Муркаш муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче сÿтсе явма сĕннине пĕлтерчĕ.

Ларăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕ патне куçнă май, конкурс суйлавĕ витĕр тухнă кандадатсене сăмах пачĕç. Алексей Матросов тата Сергей Ермолаев хăйсен ĕç биографийĕпе тата район аталанăвĕн курăмĕпе паллаштарчĕç.

Вĕсем тухса каланă хыççăн ларăва хутшăнакансем те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

Малтанах, сăмах алама çырăннине кура, Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн «Единая Россия» парти фракциĕн ертÿçи Александр Давыдов сăмах каларĕ. Фракци депутчĕсем Алексей Матросовăн кандадатурине сĕннине тата пĕр саслă пулса унăн кандадатурине ырланине пĕлтерчĕ.

Муркаш район Общество канашĕн председателĕ Владимир Никитин хăйĕн сăмахĕнче Алексей Матросов яланах хăйĕн ĕçне пысăк ответлăхпа пурнăçланине каларĕ. «Унăн лайăх ен пур - ума лартнă тĕллеве епле пулсан та пурнăçламалла. Вăл тĕллевсене пурнăçлать», - терĕ Владимир Никитин. Лайăх команда пухса, ăна ĕçлеттерме пултарса, чи малтанах хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусене татса пама сĕнчĕ.

Муркаш районĕн Хисеплĕ çынни Валерий Вязов та сăмах каларĕ. Вăл та ĕçлеме пултаракан профессионалсенчен тăракан команда йĕркелеме, районта пурăнакансен пур категорийĕпе те тачă çыхăну йĕркелеме  сĕнчĕ. Асăл ăру çыннисен опытне ус курмаллине те палăртрĕ.

Конкурс комиссийĕн членĕ - Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Павел Вязов конкурса хутшăннă кандидатсене пурне те тав турĕ. Конкурентлăх пуррине лайăх енчен хакларĕ. Хăй вара Алексей Матросов кандадатурине ырланине пĕлтерчĕ.

Конкурс комиссийĕн членĕ - Николай Угаслов депутат хальхи лару-тăрăва кура, муниципаитет округĕн пуçлăхĕ пулма кандидатăн шăпах çак ĕçре опыт пурри пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çакна пула Алексей Матросов ыттисечен нумайрах балл пухма путарнине те пĕлтерчĕ. «Лайăх команда, лайăх дисциплина, лайăх тĕллевсемпе задачăсем пулмалла пуçлăхăн. Вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Çакăн пек пулсан паянхи чи çивĕч ыйтусене татса пама пулать. Муркаш муниципалитет округĕ малаллата аталанса пырасса шанса тăратăп», - терĕ вăл.

Çакăн хыççăн кандидатурăсен сасăлавне ирттерчĕç. Сасăлавра 19 депутатран 16-шĕ хăйĕн сассине Алексей Матросовшăн пачĕ.

Депутатсем сасăлавра Алексей Матросова Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулма суйланин йышăнăвне çирĕплтерĕç.

Саккунпа килĕшÿллĕн Алексей Матросова çак должноçра ĕçлеме 5 çуллăх суйларĕç, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăл кăçалхи декабрĕн 21-мĕшĕнче йышăнать.

Алексей Матросова конкурс комиссийĕн председателĕ Сергей Павлов тата Александр Федотов депутат саламларĕç.

«Район пысăк, анчах та сирĕн ĕç опычĕ пур, эсир вăйпитти арçын, муниципалитет округĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ, апла пĕтĕмпех пултармалла. Район халăхне хăвăр тавра чăмăртама тăрăшмалла, унсăрăн йывăр пулать, анчах эпир пурте пулăшма тăрăшатпăр», - çакна палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Александр Федотов.

Алексей Матросов çак ответлă тивĕçе пурнăçлама шаннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Ĕçе лайăх пĕлнине, çавăн пекех ума лартнă задачăсене татса памаллине, тĕллевсене пурнăçламаллине лайăх ăнланнине палăртрĕ, депутатсемпе, ертÿçĕсемпе общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4