Поздравление исполняющего полномочий главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем учителя

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.10.2022, 16:56 Просмотров: 176

 

Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе  чунтан тăрăшатăр. Мĕн пĕчĕкренех вĕсене ырă ĕçсем тума, пĕр-пĕрне пулăшма, йывăрлăхсене пăхмасăр, умри тĕллевсене пурнăçлама  вĕрентетĕр. Вĕренекенсен  пултарулăхне курса, малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Эсир вăхăтра паракан ырă сĕнÿсем вĕсене пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума пулăшаççĕ. Тавах сире  çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн.

Вĕренекенсем анлă тавракурăмлă пулччăр, пултарулăхне аталантарсах пыччăр тесе районта сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Малалла та çаплах пулĕ. Эсир малашне те хавхаланса ĕçлессе шансах тăратпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр. Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăччăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4