Йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса пачĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.09.2022, 16:24 Просмотров: 232

 

 

 

 

IMG 7778

 

Çитес çултан тытăнса Муркаш районĕ вырăнне Муркаш

муниципалитет округĕ йĕркеленет. Депутатсен муниципалитет округ

Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕччĕ. Ун чухне пĕр

мандатлă суйлав округĕсем тăрăх депутатсен Муркаш муниципалитет

округ Пухăвне 20 депутат суйласа хăварнă. Депутатсен округ Пухăвĕн

пĕрремĕш созыври пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ сентябрĕн 30-мĕшĕнче иртрĕ.

Унăн ĕçне депутатсен район Пухăвĕн унчченхи депутачĕсем, çĕнĕрен

суйланнă депутатсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн

депутачĕсем Николай Угасловпа Александр Федотов, Чăваш

Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру

ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов,

район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял

тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предпритяисемпе организацисен тата

обществăлла организацисен яваплă ĕçченĕсем, общественноç

представителĕсем хутшăнчĕç.

Лару ĕçне малтанах, депутатсен Муркаш муниципалитет округ

Пухăвĕн председательне суйличчен, чи аслă депутатсенчен пĕри

Виталий Прокопьев ертсе пычĕ.

Ларăва хутшăнакансем сÿтсе явма кун йĕркине 22 ыйту кĕртрĕç. Пурте

тенĕ пекех вĕсем - йĕркелÿ ыйтăвĕсем.

Ларура чи малтанах депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн

депутачĕсене суйланин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе яврĕç. Кун пирки Муркаш

территори суйлав комиссийĕн председателĕ - район администрацийĕн

пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова каласа пачĕ. Округ Пухăвне 20 депутат

суйланă. Вăл шутран 16-шĕ - «Единая Россия» парти представителĕ, 2-

шĕ - «Справедливая Россия - патриоты за правду» партирен, тепĕр 2-шĕ

- хăйсене хăйсем кандидата сĕннисем. Депутатсен вăтам ÿсĕмĕ 51 çула

яхăн, чи аслă депутат 68, чи кĕçĕнни 33 çулта. Депутатсен шутĕнче 2

хĕрарăм. Лилия Тарсова депутатсен Муркаш муниципалитет округ

Пухăвне суйланнă пĕрремĕш созыв депутачĕсене саламларĕ, район

аталанăвĕшĕн, суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн пĕрле тăрăшса

ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕнче депутатсен Муркаш муниципалитет округ

Пухăвĕн председателĕ пулма Александр Иванов депутата, унăн çумĕ

пулма Игорь Николаева суйларĕç.

Тепĕр ыйту сÿтсе явнă май, Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн

полномочийĕсене пурнăçлассине Муркаш район пуçлăхĕ çине хучĕç.

Çапла вара ку полномочие Игорь Николаев пурнăçлать.

Ларура çавăн пекех муниципалитет право акчĕсемпе официаллă

информацие пичетлессин йĕрки, депутатсен Муркаш муниципалитет

округ Пухăвне юридици сăпачĕн прависене парасси, Муркаш районĕн

халăх суйлакан органĕсен тата депутачĕсен полномочийĕсене чарса

лартасси, депутатсен Муркаш район Пухăвне пĕтересси, Муркаш

районĕн гербĕпе ялавне Муркаш муниципалитет округĕн официаллă

символĕсен шутне йышăнасси, округ шайĕнче ыйтусене халăхпа сÿтсе

явассин пложенийĕ пирки, Муркаш муниципалитет округĕн Уставĕн

проекчĕ пирки сĕнÿсене пăхса тухмалли йĕркене çĕрĕплетесси пирки тата

ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Йĕркелÿ

ларăвĕнчех депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн яланхи

комиссийĕсене, вĕсен председателĕсемпе членĕсене çирĕплетрĕç.

Кунсăр пуçне депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕнче

депутатсен «Единая Россия» парти членĕсен ушкăнне йĕркелерĕç.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвне суйланнă

депутатсене Игорь Николаев саламларĕ, тăван Муркаш районĕшĕн,

районта пурăнакансемшĕн ырми-канми ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

«Суйлавçăсен шанăçне ĕçпе тÿрре кăларас пулать. Пуш сăмах

çаптарни пулмалла мар. Халăхпа тачă çыхăну пуласси халĕ чи

малтанах сирĕнтен, эсир хăвăрăн ĕçе округсенче мĕнле йĕркелеме

пултарнинчен килет», - терĕ вăл, депутатсен район Пухăвне 17 çул

ертсе пынă тапхăрта район шайĕнчи ыйтусене татса парассишĕн пĕрле

çыхăнса ĕçленисене тав сăмахĕ каларĕ.

Халăх шанăçне тивĕçнĕ депутатсене çавăн пекех Чăваш Республикин

гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен

патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, республика

Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угаслов, Александр Федотов

саламларĕç, вырăнти ыйтусене татса парассипе халăхпа

çыхăнса ĕçлессинче ăнăçу сунчĕç, пĕрле çыхăнса ĕçлесен кăна ÿсĕмсем

калăпăшлăрах пулнине палăртрĕç.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвне суйланă пĕрремĕш

созыв депутачĕсене çавăн пекех депутатсен Муркаш район Пухăвĕн

çиччĕмĕш созыв депутачĕсем Николай Никитин, Евгений Макаров, Петр

Волков та салам сăмахĕсем каларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Хушса калани. Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн

пĕрремĕш ларăвĕ иртиччен кăшт маларах - сентябрĕн 28-мĕшĕнче - Чăваш

Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри çĕнĕрен суйланнă мĕнпур

муниципалитет депутачĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Вăл унта халăх шанăçне

тивĕçнисене пĕрремĕш кунран тытăнсах хĕрÿ ĕçе кÿлĕнме чĕнсе каланă.

«Муниципалитет округĕн депутачĕсем хăйсен территорийĕсенче

управлени командин членĕсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсем харпăр

хăй территорийĕнче конкретлă проектсен активлă участникĕсем пулса

тăма тивĕç», - тесе палăртнă вăл. Муниципалитет районĕсем вырăнне муниципалитет

округĕсене йĕркелессин задачине Чăваш Ен чи малтисенчен пĕри вĕçлеме пултарчĕ.

Федераци нормине пурнăçа кĕртнĕ май, муниципалитет округĕсене

аталантарассин ыйтăвĕсене татса парассипе пĕрлехи йĕрке пулма тивĕç.

Республика Пуçлăхĕ депутатсем яланах халăхпа пĕрле пулма кирлине

уйрăммăн палăртса хăварнă. Территорисенчи ыйтусене, проблемăсене

вĕсен чи малтан пĕлсе тăмалла, вĕсене пĕрле мĕнле майпа татса парасси

тĕлĕшпе те вĕсенех тимлемелле. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн

администрацийĕпе, отрасль министерствисемпе çыхăнса ĕçлени

пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Регион ертÿçи тĕслĕх вырăнне пуçарулăх бюджечĕн программине

асăннă. Республикăра вăл анлă çул тупнă ĕнтĕ. Кăçал та республикăра

кун пек пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене 905 пурнăçа кĕртнĕ. Татах

300 проект валли укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

Территори общество хăй тытăмлăхĕ (ТОС) хальхи вăхăтшăн

чылайăшĕшĕн çĕнĕлĕх пулса тăрать. Территорисен ăнăçлă аталанăвĕ

вара ТОС-сене атлантарнипе те тачă çыхăннă. Пуçарулăх бюджечĕн

проекчĕсене активлăрах пурнăçа кĕртме те вĕсем пулăшма тивĕç.

Вырăнти пурнăç пахалăхне лайăхлатма кунта пурăнакансене хăйсене

те хутшăнтарни - питех те пĕлтерĕшлĕ япала.

Кунпа пĕрлех Олег Николаев нацпроектсен, патшалăх программисен

шайĕнче туса ирттерекен ĕçсене тĕрĕслесе тăмаллине те палăртса

хăварнă. Ку вара харпăр енчен те пулмалла, çавăн пекех ку ĕçе

обществăлла организацисене, волонтерсене тата ытти активистсене те

явăçтармалла. «Çавна валли депутатсен парламент тĕрĕслевĕн

эффективлă инструменчĕ - Чăваш Ен тĕрĕслевпе шутлав палати пур», -

тесе палăртнă регион ертÿçи.

Олег Николаев депутатсен тата правительствăн çынсен пурнăç

пахалăхне лайăхлатса пырассишĕн вĕçĕм тĕллевлĕ ĕçлемелле тесе

каланă. Кирек камăн та, хулара е ялта пурăннине пăхмасăрах, харпăр

хăйне аталантарма майсем пулччăр.

Республика Пуçлăхĕ пур ялсенче пурăнакансене те пурнăçшăн

пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан услугăсемпе тивĕçтерсе тăрассипе

республикăри компетенци центрне йĕркелессин ыйтăвне те хускатнă.

Çакă пĕтĕмпех çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе, пурăнма

лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри

муниципалитетсен депутачĕсемпе тĕл пулнă чухне хускатнă ыйтусем,

вĕсем умне лартнă задачăсем депутатсен Муркаш муниципалитет округ

Пухăвĕн депутачĕсемшĕн те кулленхи ĕç тĕллевĕ шутĕнче пуласса шанас

килет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4