Библиотека информаци центрĕ пулса тăчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 10.08.2022, 16:09 Просмотров: 278
 
 
 
Хальхи вăхăтра библиотека кĕнеке вулама килĕштерекенсен юратнă вырăнĕ кăна мар, информаци центрĕ те.
«Культура» наци проекчĕ шайĕнче уçăлнă Мăн Сĕнтĕрти библиотека пирки çапла калама пулать.
Çĕнĕ компьютерсем, нумай функциллĕ хатĕрсем, проекторсемпе экрансем, ноутбук, сасă системи, фотоаппарат, планшетсем, микроскоп, флипчарт (ăна офис блокночĕ тесе те калаççĕ) тата интерактивлă сĕтел - çакă пĕтĕмпех çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май параççĕ. Çапла кунта, сăмахран, аслă ÿсĕмри çынсем пухăнса экран çинче пĕр-пĕр фильм пăхма пултараççĕ, ачасем вара микроскоппа усă курса хăйсен пĕлĕвне анлăлатаççĕ. Библиотекăра «Наци электрон библиотеки» патшалăх информаци системипе усă курма пулать.
 
 
 
Библиотека специалисчĕсем кунти ăс-тăн центрĕнче экологи енĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Шăпах çак зала «Юман» конструкципе илемлетнĕ, шыв тематикипе те çыхăнтарнă. Юман вара Муркаш районĕншĕн те, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать - Ильинкăри юман республикăра чи ватти шутланать. Пирĕн район территорийĕнчи Атăл хĕрринчи шыв сикки те республикăра пĕртен пĕр шыв сикки кăна. Апла пĕтĕмпех шута хунă темелле.
 
Библиотека валли тĕрлĕ литературăпа пĕрлех экологи литературине те туяннă, цифра микроскопне те, «Çамрăк эколог» клуба кирлĕ ытти хатĕр те пур.
 
Çĕнелнĕ библиотекăри ырлăх пур çыншăн та меллĕ пулĕ. Кунта куç курманнипе, хăлха илтменинпе аптăракансем валли, хусканусем тăвас тĕлĕшпе хевтесĕррисем валли те пĕтĕмпех пăхса хунă - пандус вырнаçтарнинчен пуçласа ятарлă хатĕрсем кÿрсе килни таранах.
 
2020 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче уçăлнă хăтлă та илемлĕ библиотека çынсен чи юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4