Апрелĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей сасăлавĕ пуçланчĕ. Çынсем 2023 çулта районта е хулара туса ирттерме палăртакан хăтлăх ĕçĕсен проекчĕсене сасăлав ирттерсе хăйсем суйласа илеççĕ. Сасăлав «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» федераци проекчĕ шайĕнче иртет.
Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ - республика тĕп архитекторĕ Алена Протасевич хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелессипе сасăлав ирттернин пĕлтерĕшĕ пирки çавна асăннă. Хăтлăх ĕçĕсем туса ирттерессипе çынсен шухăш-кăмăлне шута илни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем хăйсемшĕн мĕн кирлĕрех те пĕлтерĕшлĕрех пулнине хăйсем палăртаççĕ.
Çак вăхăта сасăлава республикипе 38 пин çын хутшăннă ĕнтĕ. Вăл шутран 25 пин çын - Шупашкар хулинче пурăнакансем. Районсем хушшинче Патăрьел, Комсомольски тата Шупашкар районĕсенче пурăнакансем активлă.
Сасăлав майăн 30-мĕшĕччен пур районпа хулара та пырать. 14 çул тултарнисем унта пурте хутшăнма, кăмăла кайнă объектсемпе хăтлăлăхăн дизайн-проекчĕсемшĕн сасăлама пултараççĕ.
Сасăлава хутшăнмалли майĕсем тĕрлĕрен. Çавна валли za.gorodsreda.ru ятарлă платформăпа, патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕпе усă курма пулать. Кунпа пĕрлех çынсене сасăлава хутшăнтарассипе волонтерсем те ĕçлеççĕ. Пирĕн районта волонтерсен кун пек пункчĕсене район администрацийĕнче, МФЦ-ра тата Суту-илÿ çуртĕнче йĕркеленĕ.
Сасăлавăн 1-мĕш тапхăрĕ пĕлтĕр иртнĕччĕ. Унта республикăри 160 пин çын хăтшăннă. Ун чухне суйласа илнĕ проектсене кăçал пурнăçа кĕртеççĕ.
Кăçал сасăлавăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнса 2023 çулта туса ирттермелли хăтлăх ĕçĕсене палăртас пулать. Районта пурăнакансем сасăланине кура ку ĕçсем шучĕпе çитес çул район центрĕнчи лапама (Гастрономпа редакци умĕнчи лапам) хăт кĕртме май пулма пултарать. Ун чух кунта кану вырăнĕ те, фонтан та, илемлĕ территори те, фотозона та пулĕç.
Обществăлла территорисене хăт кĕртессин 3-мĕш тапхăрĕнче 2024 çулта туса ирттермелли ĕçсене палăртĕç. Пирĕн районта ун чухне «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнчи пĕвепе ун таврашне тирпей-илем, хăт кĕртсе кану зони туса хума май пулĕ.
Сентябрь 2026 |
