«Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.04.2022, 17:10 Просмотров: 316

IMG 20220419 134127

Чăваш  Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата «Пĕрле» фонд йĕркеленипе пĕлтĕр Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс ирттерчĕç. 
Тĕрлĕ сферăра ĕçлекен хĕрарăмсем хăйсемпе паллаштаракан видеопрезентаци хатĕрлесе çынсем умне кăларчĕç: кун пек хăюллă хĕрарăм пурĕ 352 пулнă. Видеопрезентацисене Чăваш Республикин халăх контролĕн порталĕнче вырнаçтарнăччĕ. Çавăнпа та вĕсене кашни çын хаклама пултарчĕ. Хаклав тапхăрĕ тăсăлнă 15 кунра видеопрезентацисемпе пурĕ 380 пин çын паллашнă. Вĕсенчен 52 пин çын пĕр-пĕр хутшăнаканшăн сасăланă.
Конкурс финалĕ Республика кунне уявланă вăхăтра Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре иртрĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвне шута илсе жюри хăйĕн хаклавне туса ирттернĕ хыççăн 22 хĕрарăмăн видеопрезентацине чи лайăххисем тесе суйласа илнĕ.
Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнче мала тухнă 22 хĕрарăм-çĕнтерÿçĕ йышне Муркаш районĕнчи Надежда Трихалкина та кĕме тивĕçрĕ. Вăл «Моргауши-Хлеб» пĕрлешÿ директорĕнче вăй хурать. Кăсăклантăм: мĕн панă-ха ăна «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнни? 
 – Ман шутпа çак конкурса хутшăнни чи малтанах харпăр хăйĕнчи иккĕленÿлĕхе çĕнтерме пулăшать, кунран-кун çĕннине ытларах пĕлме хистет, хăвăн пултарулăхна çирĕпрех ĕненеме май парать. Çак конкурса хутшăннă хыççăн ытти конкурса та çăмăллăнрах хутшăнатăн, хăрамастăн, шикленместĕн, мĕншĕн тесен «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнни – хăй çĕнтерÿ.
Çак конкурса кирек кам та хаклама пултарать: тен вăл сан кÿршĕ, тен пĕрле ĕçлекен çын. Çавăнпа та хаклавçă умне эсĕ чăнласа мĕнле çын – çапла тухса тăратăн, алă тупанĕ çинчи пекех. 
Видеопрезентаци хатĕрлени мана хыçа юлнă çулсене пĕтĕмлетнĕ пекех туйăнчĕ. Мĕн тунă-ха эпĕ ку таранччен? Кам эпĕ паянхи куна? Манăн малашнехи ĕмĕтсем, тĕллевсем мĕнле? Çавăнпа конкурс хама та тарăнрах ăнланма пулăшрĕ.
Пирĕн районта пултаруллă хĕрарăмсем нумай. Пĕр вырăнта тăмалла мар, аталанмалла, ĕç вырăнĕнче те, пултарулăх тĕнчинче те. 
Кăçалхи конкурса хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатăп, – çапла палăртрĕ хăйĕн шухăшне Надежда Трихалкина.
Сăмах май, кăçалхи конкурсра пĕлтĕрхи пек виçĕ номинаци кăна мар, пурĕ улттă: экономика сферинче ĕçлекенсен, саккун хуралĕнче тăракансен, вĕренÿпе культурăра вăй хуракансен, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану сферинче ĕçлекенсен, общество интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçре тимлекенсен, ял хуçалăх аталанăвĕпе çут çанталăк тасалăхне тÿпе хывакансен уйрăм номинацийĕсене палăртнă.
Конкурса заявкăсене апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Видеопрезентаци 2 минутран вăрăм пулмалла мар.
Хаклав июнĕн 1 – 15-мĕшĕсенче иртĕ.  Жюри конкурсантсен ĕçĕсене июнĕн 16 – 18-мĕшĕсенче пĕтĕмлетĕ. Çĕнтерÿçĕсене вара каллех Республика кунĕнче Шупашкарти уяв сцени çинче саламлĕç.
Конкурса хутшăнăр, маттур та пултаруллă хĕрарăмсем.
Н. НИКОЛАЕВА. 
 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4