«Çĕнтерÿ пуйăсне» хăвăн куçупа курмалла»
Категория: Главные новости
Опубликовано: 21.03.2022, 13:59
Просмотров: 313
Чăваш Республикинче пурăнакансен мартăн 19 – 21-мĕшĕсенче «Çĕнтерÿ пуйăсĕнче» экскурсире пулса курма май пулчĕ. Çак кунсенче кустăрмасем çинчи музей Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче тăчĕ.
Республикăри чылай çын пекех, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти хăш-пĕр ача Ирина Боркина вожатăйпа çак пуйăсри экспонатсемпе паллашма мартăн 20-мĕшĕнче Шупашкара çитсе килчĕ. Ачасем «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» хăвна çав вырăнта туйма паракан тĕнчери пĕрремĕш инсталляци пулнине, экспозицие чукун çул çинче ĕçленĕ ветеран каласа панă историе тĕпе хурса хатĕрленине пĕлсе таврăнчĕç.
«Сăмахпа каласа пама та çук, туйăмсем питĕ вăйлă, тарăн. Çавăнпа та май пулсан «Çĕнтерÿ пуйăсне» кашнинех кĕрсе курма тăрăшмалла, ăна хăвăн куçупа курмалла», – терĕ экскурсире пулнă ушкăн.
«Çĕнтерÿ пуйăсне» хăвăн куçупа курмалла»
Н. Николаева.
Добавить комментарий