ШУПАШКАР ТАТА ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЧĔ, ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЙĔН ПУÇЛĂХĔ ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННĂЙ САВВАТИЙ РАШТАВ (Христос Туррăмăр çуралнă праçник) ЯЧĔПЕ ЯНĂ ÇЫРУ

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.01.2022, 10:15 Просмотров: 276

ШУПАШКАР ТАТА ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЧĔ,

ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЙĔН ПУÇЛĂХĔ ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННĂЙ САВВАТИЙ РАШТАВ (Христос Туррăмăр çуралнă праçник) ЯЧĔПЕ ЯНĂ ÇЫРУ

Вырăс Чăн Тĕн Чиркĕвĕн Шупашкар-Чăваш епархийĕн священникĕсене, монахсене, пĕтĕм ĕненекене

«Паллах, ку –пурте шанакан пĕлсе çитме çук пысăк ĕç: Турă ӳтлĕ пулса килнĕ..»

(I Тим. 3:16).

Шупашкар-Чăваш ерапхинчи савнă тăванăмăрсем: священниксем, монахсем, Турра юратакан пĕтĕм халăх!

Хаклă тăванăмсем, сире пурсăра та пĕтĕм чун-чĕререн савăнса аслă уявпа - Христос Çуралнă ятпа саламлатăп!

Христос çуралать – Ăна ырă та пархатарлă ĕçсем туса мухтăр!

Христос тӳперен çĕр çине анать – Ăна таса чĕрепе кĕтсе илĕр!

Христос çĕр çинче – сирĕн шухăш-кăмăлăр çӳлелле çĕклентĕр, сирĕн чĕре сăваплăхшăн çунтăр!

     Пĕтĕм тĕнче, пур халăхсем, çуралнă Туррăмăра мухтаса юрлăр! Пĕтĕм çынна Çăлакан Христос çуралнă!

Çак Уява кĕтсе илмессерен эпир Туррăмăрăн вĕçĕмсĕр юратăвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетпĕр: Вăл пире, этемсене çăласшăн ӳтленсе çын пулнă. Çапла этем ăс-тăнĕ ăнланайми аслă хăват пулса иртнĕ: Турă, Ĕмĕртен Малтанхи Сăмах, Турă халлĕнех юлса, çĕр çине çын пулса килнĕ. Ăна пин-пин Архангелсем, хисепсĕр нумай Ангелсем, Херувимсемпе Серафимсем пăхăнса тăраççĕ (Иоанн Златоуст святителĕн кăнтăрлахи кĕллинчен) пулсан та, Турă Хăй пултарнисене мĕнле юратнине тата вĕçĕмсĕр  йăвашлăхне кăтартнă.

Пире Таса Евангели тĕнчене пултарнă Хăватлă Турă епле чухăн çĕр витере çурални çинчен каласа кăтартать. Пире çакна куç умне кăларса тăратма та йывăр.

Çак пулăмра Çăлакан çуралнин чăн тĕллевĕ тытăнса тăрать. Христос патша пулма мар, халăхсене çĕнтерсе вĕсемпе хуçаланса чап-мухтав курма çуралман, Вăл «çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ» (Лк. 19:10), «Этем Ывăлĕ те Хăйне пулăштарасшăн килмен, Хăй пулăшасшăн, нумайăшне çăласшăн Хăй чунне пама килнĕ» (Мф. 20:28).  Телейлĕ Августин çапла çырать: «Туррăн ӳлĕмхи хăвачĕн тĕллевĕ çакă пулнă: Туррăмăр Хăй Таса Хĕртен çураличченех çуралнă, ăс-халлă та сăваплă çынсене çăласшăн пулнă, çакă пулса иртсенех, çакăн çинчен пĕлтерсенех, çавă кунтан пуçласа ку пĕтĕм ĕненекенсемшĕн, шанса тăракансемшĕн тата юраткансемшĕн çăлăнăç пулса тăнă».

Иртнĕ çул пирĕн епархи 75 çул тултарчĕ, эпир çак паллă çула чаплăн палăртрăмăр: епархи мĕнле пуçланса кайнине, ăна ертсе пынă архиерейсене тата вĕсен ĕçĕсене пĕтĕм чунтан тав туса тишкерсе аса илтĕмĕр, малашне тумалли ĕçсем çинчен канашларăмăр, пĕр шухăш-кăмăлпа, пĕр чĕреллĕ пулса пурте пĕрле кĕлĕ турăмăр. Сире пурне те хастар та ырми-канми ĕçленĕшĕн тата чунтан-вартан кĕлтунăшăн тепĕр хут тав тăватăп. Сире атте пек чĕнсе калатăп – Турра юрăхлă ĕçсем тума тăрăшăр, ăс-хакăл тĕлĕшпе тимлĕ пулса ăна пуянлатса тасалăх патне çывхарăр.

Çитес çулта Раштав ячĕпе ирттерекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ вулавне Пĕрремĕш Петр патша çуралнăранпа 350 çул çитнине халаллаççĕ. Кунта ĕнтĕ калаçу тĕнчепе тĕн хушшинчи çыхăну пирки пулать. Российăри пĕрремĕш император пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕпчевçĕсем пĕр пек мар, хирĕçӳллĕ çыраççĕ. Çав тĕпчев ĕçĕсемпе паллашни пирĕншĕн те усăллă: унта çивĕч ыйтусене тишкерсе тухса хальхи саманари Чиркӳпе патшалăхпа халăх хушшинчи çыхăнусем мĕнлерех пулмаллине шухăшласа пăхмалла. Чĕлхесĕр выльăх сырăшĕ çинче çуралнă Çăлакан пире килĕшÿллĕ пурăнма чĕнет.

Чыслă аттесем, хисепе тивĕçлĕ монахсем, хаклă тăванăмсем! Тĕнчене Пултаракан Ĕмĕрхи Аслă Турă ӳтленсе çын пулчĕ – пĕтĕм тĕнче савăнса хĕпĕртет, ангелсем  аслăласа, мухтаса юрлаççĕ. Çак сăваплă кунсенче пирĕн савăнăçа, пирĕн мухтав юррине нимĕн те чăрмантараймасть, эпир те пĕтĕм тĕнчепе пĕрле  çуралнă Çăлакана çапла мухтаса юрлар: «Мухтав çӳлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ!» (Лк. 2:14). Ӳтленсе çын пулнă Христос, тĕнчене Çăлакан, сире Хăйĕн тивлечĕпе тĕреклĕлеттĕр, тăшман элекĕнчен хӳтĕлетĕр, таса та ырă пурăнăçа пурăнмашкăн иксĕлми ырăлăхне патăр. Сире пурсăра та архиерей пиллĕхне парса çак сăваплă кунсенче хăвăра  тĕл пулнă çынсене Христос Туррăмăр çуралнă ячĕпе саламлама ыйтатăп. 

Çуралнă Христоса юратса

Шупшакар тата Чăваш Митрополичĕ,

Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ

САВВАТИЙ

Христос çурални (Раштав)

2022 ç.

Шупашкар хули

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4