ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Çĕнĕ ФАП - Ахманере

Категория: Здоровье Просмотров: 518

IMG 7317Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмене ялĕнче унчченхи кивĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеменни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Çавна май ку тăрăхри 3 - 4 ял çыннисен укол тутарма та Москакассине çуран çÿреме тивнипе кăмăлсăр пулни пирки район хаçачĕн редакцине те ыйтупа тухнăччĕ. Ахменере çĕнĕ ФАП тăвассин ыйтăвне ял çыннисемпе ирттерекен тĕл пулусенче те тăтăшах хускататчĕç. Çавăнпа та ĕнер кунта çĕнĕ ФАП хăйĕн алăкĕсене уçни ку тăрăхра пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ.

Районта çĕнĕ медицина учрежденийĕ хута кайнипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева хутшăнчĕ, хăйĕн сăмахĕнче пирĕн республикăра сывлăх сыхлавне аталантарса пырассипе чăнипех те пысăк ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Ял çыннисене çĕнĕ ФАП хута кайнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников, Москакасси ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов, ял старости Петр Волков, ĕç ветеранĕ - унччен чылайранпа ФАП заведующийĕнче ĕçленĕ Раиса Яндушкина саламларĕç. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă "АРКА" ООО директорĕ Фагиль Шарафутдинов ФАП-ăн çĕнĕ заведующине Татьяна Колесниковăна (сăн ÿкерчĕкре варринчи) ФАП-ăн символла çăра уççине пачĕ.

Çĕнĕ объекта хута ярассипе пысăк тÿпе хывнисене парнесемпе Тав хучĕсем парса чысларĕç. Пухăннисене Москакассинчи Культура çуртĕнчи художество пултарулăх коллективĕ хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Хыççăн хăнасемпе ял çыннисем çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне кĕрсе курчĕç, сывлăх сиплев учрежденийĕнчи ĕç условийĕсемпе, кунта килекенсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме туса панă майсемпе паллашрĕç.

Сăмах май, Ахменери ФАП - юлашки çулсенче районта çĕнĕрен хута кайнă 5-мĕш фельдшерпа акушер пункчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Фоторепортаж  хаçат сайтĕнче.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости