ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

СПИДа сиплекен эмел çук

Категория: Здоровье Просмотров: 131

СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна 1988 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕ сĕннипе паллă тăваççĕ. Паллах, çак кун уяв мар, анчах та вăл хăрушлăха хирĕç пурне те пĕрле кар тăма ыйтакан кун шутланать. Çавăнпа та патшалăх, общество тата медицина организацийĕсем чир пирки каласа парса çак ыйту çивĕччине пĕлтереççĕ, диагностика тата асăрхаттару мероприятийĕсене ирттереççĕ.

«СПИД - вирус чирĕ, организмра аталанса вăйланса пырать, çавăнпа та çын тĕрлĕ инфекцие хирĕç кĕрешейми пулса тăрать», - палăртать Муркаш район тĕп больницин поликлиника ертÿçи Галина Федотова.

Çынна вилĕм патне çитерекен çак вируса 1981 çулта америка ăсчахĕсем тупса палăртнă. Унтанпа вăхăт сахал мар иртнĕ пулин те, хальлĕхе чире çĕнтермелли эмел шухăшласа кăларайман-ха. Раççейре те чир эпидеми шайнех çитнĕ, çавăнпа та унран сыхланмалли чи ансат меслет - кашни çын харпăр хăй тĕллĕн асăрханни.

Кашни çын ВИЧ/СПИД чирĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме пултарать. Шупашкарта, сăмахран, СПИДа тата инфекци чирĕсене асăрхаттаракан республика центрĕ ĕçлет. Унта тĕрĕслеве аноним мелĕпе те ирттереççĕ.

Сăмах май, центрăн официаллă сайтĕнче кăсăклă информаци чылай. Информаци бюллетенĕсенчен республикăра уйăхсерен ВИЧ-инфекци тупса палăртнă çынсен шучĕ сахал маррине те пĕлме пулать. Акă кăçалхи январь уйăхĕнче кăна 24 çыннăнне çак инфекцие пуçласа тупса палăртнă, вăл шутран пĕр çын - Муркаш районĕн çынни. Февральте те пирĕн районти тепĕр çыннăнне çак хăрушă инфекци пуррине регистрациленĕ. Март - апрель уйăхĕсенче кун пек факт пулман.

2018 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерсен, республикăра иртнĕ çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне ВИЧ-инфекциллĕ 2930 çын пурăннине пĕлме пулать. Çак чирпе чирлисене регистрацилеме тытăннăранпа Чăваш Енре 805 çын вилнĕ, вĕсенчен 242-шĕ - СПИД тапхăрĕнче.

Бюллетеньре Муркаш районĕн кăтартăвĕсем çапларах. Иртнĕ çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне районта ВИЧ-инфекциллĕ 45 çынна регистрациленĕ: вĕсенчен 9 çын вилнĕ (вĕсенчен 3-шĕ - СПИДа пула), 36 çын пурăнать. Каласа хăвармалла, 2018 çулта районта 6 çыннăнне ВИЧ-инфекци пуçласа тупса палăртнă. Палăртмалла, СПИД ВИЧ-инфекци чирĕн юлашки тапхăрĕ штуланать. Кун пек чухне ВИЧ-инфекциллĕ çыннăн ытти инфекци чирĕсем тата усал шыçă чирĕсем хăвăрт аталанаççĕ.

СПИДа тата инфекци чирĕсене асăрхаттаракан республика центрĕн уйрăмĕн ертÿçи Ирина Кочерова пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 2305 çын пурăнать.

Статистика инфекци ытларах чухне ар çыхăнăвĕ тата шприц урлă лекнине çирĕплетсе парать. Апла пулсан пурин те асăрханмалла.

 

 

 

Н. НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости