ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Чиртен сыхланмалла

Категория: Здоровье Просмотров: 109

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн Европăри регион бюровĕн пуçарăвĕпе Раççейре çулсеренех иммунизаци эрни иртет. Ытти чухне те, çав эрне вăхăтĕнче вара уйрăмах, специалистсем инфекции чирĕсенчен сыхланма пулăшакан меслетсем пирки çынсене ытларах пĕлтерессипе тимлеççĕ.

Çак меслетсем пирки калаçнă чух чи малтанах вакцинаци пирки каламалла. Хальхи вăхăтра вакцинацие хутшăнса çын хăйне тĕрлĕ инфекции чирĕнчен хÿтĕлеме пултарать: дифтери, столбняк, корь, полиомелит, хĕрлĕхен, урни чирĕнчен, грипран, В вирус гепатитĕнчен, ыттинчен те. Палăртмалла, çак чирсем   çынна яланлăхах инвалид туса хăварма е кун-çула татма та пултараççĕ.

Çавăнпа та çынсене иммунизаци программине явăçтарма пăрахни чылай хăрушă инфекци чирне чĕртсе тăратакан сăлтав пулса тăрĕ.

Хальхи вăхăтри вакцинăсем çын организмне микробсен тата вируссен сиенĕнчен хÿтĕлеççĕ. Çавна май çын хăш чире асăрхаттаракан прививка тунă, унпа чирлемест. Çынсен хушшинчи эпидеми тăнăçлăхĕ пултăр тесен вара çынсен 95 процентне яхăн иммунизацине явăçтармалла.

Муркаш районĕнче çынсене вакцинацие явăçтарнипе иртнĕ çулсенче корь, хĕрлĕхен, дифтери, столбняк, эпидеми паротитне регистрацилени пулман.

 

 

 

Муркаш район тĕп больницин поликлиника ертÿçи Галина Федотова.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости