ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ

Категория: Здоровье Просмотров: 157

IMG 8838Иртнĕ кĕçнерникун, февралĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов пулчĕ, районти сывлăх сыхлав ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Çав кун медицина ĕçченĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕç тата умри задачăсене сÿтсе яврĕç. Тĕл пулу район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Иртнĕ çул итогĕсемпе тата умри задачăсемпе районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Кожевников паллаштарчĕ.

Тĕл пулура Владимир Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова тухса калаçрĕç, Владимир Николаевич ĕçре палăрнă медицина ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене парса чысларĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: районти тĕп больницăн фельдшерĕ Алевтина Сорокина Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости