ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Вируслă инфекци чирĕ е грипп?

Категория: Здоровье Просмотров: 238

Презентация2Вируслă инфекци чирĕ (ОРВИ), грипп тенине халĕ кашнин калаçăвĕнчех илтетпĕр. Çулсеренех çак чирсемпе çынсем йышлă чирлекен вăхăт - эпидеми пулать. Пирĕн районта вăл пуçланман, анчах хăй çитесси çинчен систерет. Çак вăхăтра хăшĕсем шăнса пăсăлнипе аптăраççĕ, теприсен вара грипп чирне чăтса ирттерме тивет.

Нумайăшĕ шăнса пăсăлнипе грипа тĕрĕс уйăрма пĕлмест. Çавăнпа та паян çак уйрăмлăхсем пирки тепĕр хут аса илтеретĕп.

Грипп чирĕ тăрук пуçланать, организма пĕтĕмпех "ярса илет". Кĕске вăхăтрах температура хăпарать, 40 градус таранах пулма пултарать. Çынна çутă çине пăхма йывăр, унăн пĕтĕм  кĕлетки, пуç тата мышцăсем ыратаççĕ. Гриппа чирлеме пуçласан пĕрремĕш кунне сăмса юхмасть - çак паллăран та грипп вирусне уйăрса илме пулать. Чирĕн йывăр тапхăрĕ 3-5-мĕш кунсене лекет, 8-10 кунран чир иртет. Грипп вирусĕ юн тымарĕсене те хавшатать, çавăнпах гриппа чирленĕ вăхăтра сăмсаран е шăл тунинчен юн тухни те пулма пултарать.

ОРВИ чирĕсем вара вирус инфекцийĕсем сывлав органĕсене хавшатнипе çыхăннă. Чир тăрук мар, майĕпен аталанса пырать, унăн тĕп паллинчен - сăмса юхнинчен пуçланать. Чир вăй илнĕ хыççăн вара тепĕр кунне типĕ ÿслĕк пуçланать. ОРВИ чирĕсене чăтса ирттернĕ хыççăнхи 3 эрнере ытти чир те çаклатма пулать, анчах та вĕсем çăмăлраххăн иртеççĕ.

Вирус чирне мĕнле сиплесси эсир хăш вируса ертнинчен килет. Гриппа чирлесен врача киле чĕнмелле. Чирлĕ çыннăн вырăнпа выртмалла. Температура пысăк пулсан ăна антармалли препаратсемпе усă курмалла. Врач сĕнсен, чир йывăра ан куçтăр тесе, антибиотик ĕçмелле.

Гриппа чирлесен вируса хирĕç кĕрешекен препарат, поливитаминсем, аскорбинка, иммунитета вăйлатма пулăшакан препаратсем йышăнмалла: иммунал, интерферон, эхинацея шывне (настойка). Прополис шывĕ е тÿмисем те иммунитета пулăшаççĕ.

Тутапа сăмса çине марля çыхни вирусран 100 процентах сыхламасть пулсан та, чирлĕ çыннăн вĕсене çыхма юрать, анчах та кашни икĕ сехетре улăштарса тăмалла. Чир пуçлансанах интерферонпа инструкцие пăхăнса усă курăр.

Тамифлю препарат та лайăх, профилактика тĕллевĕпе чирлĕ çынпа пĕр пÿлĕмре пурăнакансен ăна пĕрер тÿме ĕçме юрать.

ОРВИ сипленĕ чухне вара ÿслĕке кăлармалли, сăмса юхнине чармалли ятарлă препаратсемпе усă курмалла. Сăмсана тăварлă шывпа та чÿхесе илмелле. Аскорбинка, ытти витамин йышăнма юрать. Шĕвек нумай ĕçмелле (морс, курăкран вĕретнĕ чей, шиповник, хăмла çырлипе пылран хатĕрленĕ чей), иммунитета вăйлатма иммунал, афлубин йышăнма юрать. Шăнса пăсăлнинчен халăх медицининчи тĕрлĕ рецептпа пĕлсе усă курма пулать.

Грипа та, ОРВИе те асăрхаттарма вара тĕрĕс апатланни пулăшать. С витаминпа пуян пахча çимĕç тата улма-çырла нумайрах çимелле. Кунсерен пĕрер апельсин, мандарин, киви çимелле. Йÿçĕтнĕ купăстара та витамин нумай. Кĕтмелтен тата шур çырлинчен морс туса ĕçмелле. Ыхра çимелле, чĕр чун белокĕпе пуян пулă, чăх какайĕ çиме тăрăшăр. Çаксем пурте организм иммунитетне вăйлатма пулăшаççĕ.

Г. Соколова,

Муркаш тĕп больницин  эпидемиолог врачĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости