ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Çĕнĕ аппаратпа - тĕплĕ тĕрĕслев

Категория: Здоровье Просмотров: 248

IMG 9618Хальхи вăхăтра сывлăха тĕрĕслеттермелли мелсем те, тĕрĕс диагноз лартма май паракан çĕнĕ йышши оборудовани те чылай. Шалти органсене тĕрĕслесе вĕсенчи улшăнусене палăртма врачсене нумай чухне УЗИ аппарачĕпе тунă тĕрĕслев пулăшать.

- Çавăнпа та çак аппарат хăватлăхĕ, унта мĕн йышши функцисем пурри пирĕншĕн, медицина ĕçченĕсемшĕн, кăна мар, тĕрĕслеве килекен çынсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕç Муркаш район больницинче УЗИ тĕрĕслевне ирттерекен медицина ĕçченĕсем. Нумаях пулмасть больница туяннă çĕнĕ йышши нумай функциллĕ УЗИ аппарачĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç вĕсем.

Пĕрремĕш категори врачĕ Дина Охотникова (сăн ÿкерчĕкре хыçалта сулахайри) тата Алина Хромова (малта) врач иккĕшĕ те 2012 çулта район больницине "Земство тухтăрĕ" программăпа ĕçлеме килнĕ. Унччен вĕсем Шупашкарта вăй хунă. Килĕшÿ тунăранпа пилĕк çул иртнĕ ĕнтĕ, вĕсем вара малалла та кунтах УЗИ пÿлĕмĕсенче ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ.

Елена Николаева медицина сестрин те ĕç стажĕ пĕчĕк мар: Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнăскер 2001 çулта ĕçе кÿлĕннĕ, Муркаш больницинче вăл 2006 çултанпа.

Муркаш район больници пысăк хăватпа ĕçлекен çĕнĕ йышши "VIVID Т8" УЗИ аппаратне иртнĕ çулхи декабрьте туянма пултарнă.

- Ку аппарат малтанхисенчен функци шучĕпе те, хăвачĕпе те ирттерет. Тĕрĕслеве анлăрах та тарăнрах тума, çавна май тĕрĕс диагноз лартма врачсене пысăк пулăшу парать, - пĕлтерчĕç врачсем.

Çĕнĕ УЗИ аппарачĕпе ирттернĕ тĕрĕслев чылай врачшăн меллĕ: кардиологшăн та, гинекологшăн та, урологшăн та, педиатрсемпе терапевтсемшĕн те, ыттисемшĕн те.

Сăмахран, шăпах УЗИ аппарачĕпе ирттернĕ тĕрĕслев пулас амăшне çие юлнă ача миçе эрнерине тĕп-тĕрĕс палăртма май пур, организмри тĕрлĕ органри, тĕрлĕ тĕртĕмри улшăнусене те вăхăтра тупса палăртаççĕ. Çак тĕрĕслеве ирттерни операцичченхи тата ун хыççăнхи лару-тăрăва та курма, малашнехи сиплеве палăртма  май парать. Ытларах чухне  УЗИ тĕрĕслевне çынсем шăпах врач сĕннипе ирттереççĕ. Стационарта сипленекенсене е операци ирттериччен УЗИ тĕрĕслевĕ кирлисене черетсĕрех йышăнаççĕ. Хăш-пĕр çын вара çак тĕрĕслеве хăйĕн ирĕкĕпе каять.

Хальхи вăхăтра врач патне малтан çырăнмаллине эпир хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Район больницинче УЗИ тĕрĕслевне тума çырăннă хыççăн çыннăн вăтамран икĕ эрнене яхăн кĕтме тивет - вăрах вăхăт мар.

Кĕтес килмесен вара хозрасчет мелĕпе те тĕрĕслев ирттерме май пур. Хакĕсем уйрăм çынсен клиникисенчипе танлаштарсан меллĕрех - йÿнĕрех, ку аппаратпа тунă тĕрĕслев шайĕ вара çÿллĕрех, пахалăхĕ лайăхрах. Апла пулсан ку майпа усă курма тăрăшмалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости