ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Грипран сыхланар

Категория: Здоровье Просмотров: 262

11504786-28e6-4480-b91b-cfee7f2a19caКашниех чир-чĕртен сыхă пулмалли пирки пĕлсе тăмалла.  Хăрушă вирус  ан хавшаттăр тесен мĕн тумалла-ха;

Гриппа чирлес мар тесен  вакцинаци тăвассинчен аякра юлмалла мар. Ăна  сиплев учрежденийĕсенче тăваççĕ. Пĕр хутчен прививка туни  сахалтан та çур çул хÿтлĕхре пулма май парать, обществăлла транспорт çинче те шанчăклăнах çÿреме пулăшать.

Тепĕр чухне вакцинацирен пăрăнакансем те пур, хăшĕ-пĕри ăна прививка тунă хыççăнхи йывăрлăхпа çыхăнтарма тăрăшать. Прививкăна шанчăклă учрежденире кăна тумалла тата препарат лицензийĕ пуррипе кăсăкланмалла, маларах врачпа канашлани те пысăк  пĕлтерĕшлĕ.

Прививка витĕмĕн тапхăрĕ пур, çыннăн организмĕнчи чире хирĕç кĕрешмелли  пайсем вăхăт иртнĕçемĕн çухалса пыраççĕ, юлнисем  кăна вара чире  хирĕç кĕрешеймеççĕ. Çавăнпа та вакцинацие тăтăшах тума тăрăшмалла. 

Асăрханулăх пирки те манмалла мар. Хăш-пĕр çыннăн аллерги те пулма пултарать, уйрăмах  чăх çăмарти çине çирĕп аллерги  пуррисен. Çавăн пекех иммунизацие çире пур хĕрарăмсен, кăкăр çитерекенсен тата шала кайнă чирпе аптăракансен тума тăхтамалла.

Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чиртен сыхланма пулăшĕ. Ÿт-тире çирĕплетмелле, кĕлеткене сывлăш вылявне хăнăхтармалла. Ăна ăшă çанталăкра тума пуçламалла. Майĕпен ура лапписем çине пĕрре сивĕ шыв, тепре вĕри шыв ямалла, каярах çÿлерех хăпарма та юрать.

 Кунне икĕ хутчен 15-шар минут вĕри   тата сивĕ шыв айĕнче тăма хăнăхмалла. Процедурăсем хыççăн лайăххăн шăлăнса типшĕнмелле. Икĕ уйăх иртсен сивĕ шывпа кĕлетке тăрăх яма пуçлама та юрать.                  

Сывлăхлă апат-çимĕç пирки яланах асра тытмалла. Апат хутаççи, пÿре, пĕвер тата ытти орган хавшак пулни çыннăн вăй-хăвачĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çуллă, тĕтĕмленĕ, ăшаланă, тăварланă, консервланă апат-çимĕç тĕп органсем çине япăх витĕм кÿрет, вĕсем иммунитета хавшатаççĕ.

Пăтă, йÿçĕ сĕт продукчĕсем, пăспа пĕçернĕ пулăпа аш, мăйăр, пахча-çимĕçпе улма-çырла уйрăмах усăллă. Пулă, чăх шÿрпи, цитрус çимĕçĕ инфекцирен сыхланма пулăшаççĕ.

Гриппа чирлес  мар тесен ывăçпа эмел ĕçни пулăшмасть. Чылай препарат пĕверпе пÿре, нерв тата чĕрепе юн тымарĕсен системи çине япăх витĕм кÿрет. Алкогольпе пирусран хăтăлма тăрăшмалла. Вĕсем çыннăн организмне хавшатаççĕ çеç.

Организма çирĕплетнипе танах ытти йĕркене те пăхăнма тăрăшмалла. Чирлĕ çынпа хутшăнассине чикĕлемелле, ăна валли уйрăм пÿлĕм пулсан лайăхрах, эмеле вăхăтра ĕçмелле.

ОРВИпе чирлес мар тесен çÿлерех асăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, сăмсапа çăвара ятарлă çыхăпа картламалла.  Пÿлĕме уçăлтармалла, пÿлĕмре нÿрĕ татăкпа тирпейлемелле. Чир-чĕре вырăн çинче выртса ирттерме тăрăшмалла.

В. Матвеев,

гигиенăпа эпидемиологи центрĕн филиалĕн  пĕтĕмĕшле гигиена врачĕн пулăшуçи.         

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости