ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Усал шыçăсене те вăхăтра асăрхаса сиплеме пулать

Категория: Здоровье Просмотров: 270

1511Хальхи вăхăтра эндоскопи хырăмпа пыршă тракчĕн шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли тĕп меслет шутланать. Гастроэнтерологи чирĕсенчен аталаннă усал шыçă (рак) чирне пула сахал мар çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Çынсем хулăн пыршăн усал шыççипе тата хырăмлăхăн усал шыççипе вилни уйрăмах анлă сарăлнă.

Хулăн пыршă çинче шыçăнчăк (полип) пулнăран рак пуçланма пултарать, хырăмлăхăн язва чирĕнчен е атрофи гастритĕнчен хырăмлăх ракĕ пуçланма пултарать тата ыт. те. Хырăмлăхпа пыршă тракчĕн ракне аталанма тытăнсанах тупса палăртма пулать, анчах та тĕрĕслеве, шел пулин те, çынсем нумай чух чылай кая юлса килеççĕ. Ун чухне вара пулăшу та кая юлать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра шыçă чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртасси гастроэнтерологи медицининче тĕп задача шутланать.

Эпир çынсене асăннă органсен шыçă чирĕсене асăрхаттарас тĕллевпе тăтăш тĕрĕслевсем тумаллине ăнлантаратпăр, аса илтеретпĕр, анчах çынсен хăйсен те сывлăх пирки ытларах шухăшламалла. Çапла хырăмлăхран йÿçек хăпарни, час-часах хырăм ыратни, тула каяссипе кансĕрленни тата çакна майлă ытти кансĕрлĕх пулсан врач патне тĕрĕслеве каймалла.

Юлашки çулсенче, ăсчахсем палăртнă тăрăх, хырăмлăх органĕсен ракĕ 45 çулти çынсен те унчченхинчен 2-3 хут нумайрах тĕл пулать. Апла пулсан 40-45 çулсенчех туса ирттернĕ эндоскопи тĕрĕслевĕ çав хăрушă чире асăрхаттарма пултарнине пурин те шута илмелле. Йăхра çак чирпе чирленисем пулнă пулсан, пушшех те. Сăмахран, полип хăйĕн калăпăшĕпе 1,5 см пулни рак пуласси çине пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа та полипсене вăхăтра пĕтермелле.

Японире, калăпăр, 45 çул тултарнă çынсен 90 проценчĕ эндоскопи тĕрĕслевне тухать. Хăрушлăх пуррине асăрхасан е рак аталанма тытăннă тапхăрта ăна тупса палăртсан, тÿрех эндоскопи операцине тăваççĕ. Çавăнпа Японири халăх нумай пурăнать.

Пирĕн Муркаш районĕнче те хырăмлăх тракчĕн усал шыçă чирĕ - çивĕч ыйтусен шутĕнче. Çак чир сарăлас хăрушлăх та пур, мĕншĕн тесен çынсем тĕрĕслевсене вăхăтра килмеççĕ. Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников хăй те çак чире хирĕç кĕрешесси çине яланах пысăк тимлĕх уйăрать, çавăнпа та профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине ăнланать. Вăл тимлĕх уйăрнăран ĕнтĕ юлашки икĕ çулта акă эндоскопи пÿлĕмне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерчĕç: эндоскопа çуса тасатакан тата дезинфекцилекен машина туяннă, эндоскопи операцийĕсене ирттерме инструментсем туяннă, çитес вăхăтра тата çĕнĕ йышши хаклă оборудовани туянма планланă, çынсене йышăнма хушма пÿлĕм те уйăрса пама май тупрĕç. Каламалла, эндоскопи пÿлĕмĕнчи тĕрĕслевпе шыçă чирĕсене тупса палăртатпăр кăна мар, 1,5 см калăпăшран пĕчĕкрех шыçăсене касса илессипе операцисем те тăватпăр.

Пирĕн республикăра эндоскопи пÿлĕмĕсемпе уйрăмĕсем  сахал мар. Эндоскопи тĕрĕслевне ирттерме йышăнăва çырăнмалла, мĕншĕн тесен кашни çынна йышăнма эндоскоп хатĕрĕсене те хатĕрлеме сахал мар вăхăт кирлĕ, çавăнпа та вăхăта палăртса çырăнни пуриншĕн те меллĕ. Ку тĕрĕслеве васкавлă ирттермелле пулсан та, Муркаш больницинче май пур. Тĕрĕслеве хозрасчет мелĕпе туса ирттерме пулать. Тупăшăн пĕр пайĕ шăпах эндоскопи пÿлĕмĕн ĕçне вăйлатма, çынсемшĕн тата меллĕрех тума каять.1518

Усал шыçă чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртсан кăна сиплеме пулать, анчах та çакă сывă пурнăç йĕркине тытмалла мар тенине пĕлтермест. Тĕрĕслевсене те вăхăтра пурнăçламалла, уйрăмах 45 тултарнă пулсан. Çапла кăна чирлĕ çынна çăлса хăвармалли шанăç пысăкрах.

С. Овчинников,

Муркаш район тĕп больницин

эндоскопист врачĕ.

Сăн ÿкерчĕксенче: эндоскопист врач  ĕç вăхăтĕнче* Галина Белова медсестра эндоскоп хатĕрне дезинфекцилет.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости