ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Единая Россия» - таса республикăшăн

Категория: В республике Просмотров: 24

-2Чăваш Республики иртнĕ çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнсах коммуналлă хытă çÿп-çапа пухса тирпейлессин çĕнĕ системине пурнăçа кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнчĕ. Мĕншĕн тесен «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче республикăра пурнăçа кĕртме палăртнă «Таса çĕршыв» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн йăлари коммуналлă çÿп-çапа пухса тирпейлессипе çирĕп йĕрке тума, хамăрăн тавралăха илемлĕрех те хăтлăрах тума палăртнă.

Сăмах май, коммуналлă çÿп-çапа турттарса тухассипе тарифсем пирĕн республикăра – çĕршывĕпе те чи пĕчĕккисенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин опытне çĕршыв шайĕнче те лайăххисен шутĕнче пĕрре кăна мар палăртнă.

Анчах та ку вăл пĕтĕмĕшле кăтарту пулса тăрать. Çынсене вара конкретлăх кирлĕ: вĕсем укçа мĕншĕн тÿлеççĕ-ха? Хулара пурăнакансемпе ял çыннисем çÿп-çапа вăхăтра, графикпа пăхнă пек турттарса кайнине курасшăн. Контейнер площадкисем тасалăхра пулччăр. Чылайăшне çÿп-çапа уйрăмшар пухса тирпейлеме тытăнасси те интереслентерет.

Хăйсен тавралăхне илемлĕрех те хăтлăрах тăвас шухăшлă пуçаруллă çынсене пулăшас тĕллевпе «Единая Россия» партин регион уйрăмĕ çÿп-çапа вăхăтра турттарса тăнине тата çак ĕçе пахалăхлă пурнăçланине тĕрĕслесе тăма пĕрлехи обществăлла тĕрĕслев йĕркелеме сĕнет. Опыт вара çук мар ĕнтĕ: февраль уйăхĕнче çÿп-çапа турттарса тăнăшăн çынсенчен илекен тÿлев чăнлăхпа çыхăннине палăртма мониторинг ирттернĕ. Ăна «Таса çĕршыв» парти проекчĕпе йĕркеленĕ. Унта республикăри общественниксем те активлă хутшăннă.

Паян вара «Единая Россия» партин регион уйрăмĕ конкретлă ялта е хулара çÿп-çап тиесе тухассин ĕçĕсене мĕнле йĕркеленине пĕрле хак пама сĕнет.

Çавна валли мĕн тумалла-ха? Енчен те контейнерсем кунсерен тата эрнесерен хĕри урлă кайса тăраççĕ, контейнерсем вырнаçтармалли площадкăна кирлĕ пек йĕркелемен, çил пĕтĕм тасамарлăха йĕри-тавра вĕçтерсе сапалать пулсан – ку йĕркесĕрлĕхе сăн (фото) ÿкерсе илĕр.

Тен çÿп-çап турттаракан предприяти автомашини пухнă тасамарлăха юнашарти вар хушшине кайса силлет? Апла пулсан «фотосунар» йĕркелĕр!

Сăн ÿкерчĕксене çак электрон адреспа ярса памалла: Этот адрес электронной почты защищён от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра. е

инстаграмра er_chuvash валли харпăр хăй пĕлтерĕвĕпе хыпарламалла.

Пĕр услови: сăн ÿкерчĕк ярса панă чухне ăна ăçта ÿкернин тĕп-тĕрĕс адресне, хăш кун тата хăш вăхăтра ÿкернине кăтартас пулать. Мĕншĕн тесен тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ку даннăйсене регион операторне ярса параççĕ. Çавăн пекех ку даннăйсем парти проекчĕн эксперчĕсем, вырăнти администраци тата çÿп-çап турттаракан организаци представителĕсем ял çыннисемпе тĕл пулса калаçма та кирлĕ.

Тен эсир коммунальщиксем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçланине, хăвăрăн картиш территорийĕ хăтлă та илемлĕ пулнине палăртасшăн? Кун йышши информацие те ырламалла кăна.

Акци итогĕсене октябрь уйăхĕнче пĕтĕмлетме палăртаççĕ. Чи активлă «фотосунарçăсене» уйрăммăн палăртĕç.

Апла пулсан сирĕнтен сăн ÿкерчĕксем кĕтеççĕ!

Йăлари çÿп-çапа пухса тирпейлессипе йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсене (фото- тата видеоматериалсене) çавăн пекех регион операторĕ – МВК «Экоцентр» адресĕпе Viber тата Whatsapp мессенджерĕсем урлă та ярса пама пулать. Çыхăнмалли телефон: 8-917-650-21-21.

Сăмах май, пирĕн районти 16 ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче йăлари çÿп-çапа пухма пĕтĕмпе 391 контейнер площадки йĕркелеме палăртнă. Вĕсенче 900 ытла контейнер вырнаçтарĕç. Çак вăхăта 270 площадка хатĕр ĕнтĕ, татах 121 контейнер площадки йĕркелемелли юлнă. Контейнерсем туянма республика бюджетĕнчен района 5 млн ытла тенкĕ уйăрса панă. Площадкăсем тума район бюджетĕнчен татах 1,5 млн тенкĕ уйăрмалла пулать.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости