"Пĕрле эпир пур ыйтăва та татса парăпăр"

Категория: В республике Просмотров: 502

5-1-848x780Январĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан хăйĕн çулленхи Çырăвне вуласа пачĕ. Михаил Васильевич Çырура Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тапхăрти тата малашлăхри умри задачисене уçăмлатрĕ. Республика Пуçлăхĕ Çырура çак самантсене уйрăммăн палăртрĕ.

"Пирĕн тĕллев -

Чăваш Ене вăйлă тăвасси"

Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвне мĕнпур шайри влаç органĕсен тата депутатсен тĕп тивĕçĕ тата задачи вăл патшалăхăн тата граждансен интересĕсене хÿтĕлесси, саккунсене пăхăнасси пулнине астутарнипе пуçларĕ.

"Кулленхи стратеги задачисене татса панă май эпир малаллах кайса пыратпăр. Пирĕн тĕллев - Чăваш Ене вăйлă, хальхи республика туса хурасси. Унта пурăнас тата ĕçлес килтĕр!" - терĕ вăл.

Чылай енпе - экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, пуçламăш тата пысăк технологи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассипе Чăваш Ен çĕршывра лидерсен шутĕнче. Хаклав кăтартăвĕсене кура, 2017 çул итогĕсемпе промышленноç производствин индексĕ 103,7 процентпа, ял хуçалăх производствин индексĕ  101 процентпа танлашнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи пĕтĕмĕшле 7,3 процент ÿснĕ.

 

Çамрăксем - пысăк вăй

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, кирек епле регионăн аталанăвĕ, пурнăçăн мĕнпур сфери тăнăç аталанса пырасси çамрăксен инноваци хăвачĕпе туллин усă курмасăр май çук. Çавна шута илсех ĕнтĕ республикăра пĕрлехи бюджетăн виçĕ пайĕнчен пĕрне вĕренÿ сфери валли уйăраççĕ. Ялан тенĕ пекех Чăваш Енри шкулсемпе ача сачĕсем Раççейри чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсем шутĕнче. Республика опычĕпе ытти регионта та усă курма тăрăшаççĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, шкулсене модернизацилессин тата шкулсем тăвассин анлă программи пурнăçа кĕрет. 2025 çул тĕлне пур çĕрте те пĕр сменăпа вĕренессине пурнăçа кĕртмелле.

"Вĕреннĕ, Раççее парăннă çынсем - çĕнĕ экономикăна йĕркелеме кирлĕ услови", - тесе каларĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра ачасене, çамрăксене патриотика виспитанийĕ парассин пĕлтерĕшĕ пысăккине те асăнмасăр хăвармарĕ.

 

Республикăн

промышленноç хăвачĕ пысăк

Промышленноç комплексĕ регионăн пĕтĕмĕшле производствин 30 процентне, мĕнпур шайри бюджетсене пухăнакан тÿлевсемпе налуксен 50 процентне тивĕçтерет. "Хĕвел", "Каскад", "ЭКРА", "Химпром" предприятисем, Шупашкарти электроаппарат завочĕ тата ыттисем пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Вăл шутрах пирĕн районти "Сеспель" предприяти те.

Санкци режимне пăхмасăрах, чикĕ леш енчи çĕршывсемпе тăвакан суту-илÿ калăпăшĕ иртнĕ çул, 2016 çулхипе танлаштарсан, 19 процент ÿснĕ, 26 млрд тенкĕпе танлашнă. 2017 çулта Чăваш Республикин 2035 çулчченхи тапхăрти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегине туса хатĕрлеме тытăннă.

 

"Малашлăха пăхса

ĕçлемелле"

Çакăн пек задача лартрĕ Михаил Игнатьев пурин умне те. "Паянхи задачăсемпе кăна çырлахса пурăнма юрамасть. Пирĕн малашлăха курма пĕлмелле, хальхи тата пулас ăрусем валли тăрăшмалла, чи пысăк амбицисене тăван республикăпа тата аслă Раççейпе çыхăнтармалла", - терĕ вăл.

Чăваш Ен - инвестицисене пурнăçа кĕртессипе ытти регион хушшинче малтисенчен пĕри. Малалла татах ăнăçлăрах утăмлама вара бизнеса аталантарма ура хуракан чăрмавсене пĕтерсе пырас пулать.

 

Таса продукци

ытларах пултăр

Ял хуçалăхĕнче чи пĕлтерĕшлĕ задачăсем шутĕнчех - продукци калăпăшне ÿстерсе пынипе пĕрлех таса продукци туса илме тăрăшасси. Чăваш Енре туса илекен экологи тĕлĕшпе таса продукцие Раççей шайĕнче те, чикĕ леш енче те тивĕçлипе хаклаççĕ.

Çĕрпе усă курассинче çирĕп йĕрке пулмалла. Çĕр усă курмасăр выртманни кăна çителĕксĕр, ун çинче пысăк тухăç туса илес пулать. Ку тĕлĕшпе цифра технологийĕсене пурнăçа кĕртни, çĕр хаклавĕн мелĕсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем çĕр çинче ĕçлеме ялсене ытларах килччĕр.

Михаил Игнатьев çулленхи хăйĕн Çырăвĕнче çавăн пекех строительство отраслĕн, çул-йĕр хуçалăхĕн, медицина тата социаллă хÿтлĕх сферисен, массăллă спортпа физкультура аталанăвĕпе малашлăх задачисем, ытти ыйту çинче те тĕплĕ чарăнчĕ, пĕрле эпир умри пур ыйтăва та татса пама пултарасси пирки каларĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости