ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Шупашкартан Мускава - 2 сехет те 50 минутра

Категория: В республике Просмотров: 255

ВСМ-1Çĕршыв шайĕнчи пысăк стройка - пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли ВСМ-2 магистраль тăвассипе ĕçсем пуçăниччен вăхăт нумаях юлмасть. "Мускав - Хусан" магистралĕн çĕнĕ маршрутне сехетре 200 - 400 километр хăвăртлăхпа 2022 çултах тĕрĕслесе пăхма шухăшлаççĕ. Хальхи вăхăтра вара Чул хула - Шупашкар - Хусан участокăн техника документацине хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать. Ку тĕлĕшпе хамăр республика шайĕнче мĕнле ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрас пулать, мĕн пирки шута илмесĕр манса хăвармалла мар; Çавăн пирки сăмах пынă та ĕнтĕ иртнĕ уйăхра Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ертсе пынă ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче.

Пĕлетпĕр, магистраль пирĕн район территорийĕпе те иртет. Çавна май лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир НИКИТИН та хутшăннă. Владимир Германовичпа тĕл пулнă май пулас магистраль пирки хаçат вулакансене çĕннине мĕн пĕлтерме пултарнипе интереслентĕм:

- Пысăк ĕçсем пуçăниччен вăхăт чăннипех те нумай юлмасть. Пур ыйтăва та оперативлă татса парас  пулать. Иван Моторин ларура палăртнă тăрăх, магистраль тăвассипе çыхăннă ĕçсен проектне кăçалхи декабрь уйăхĕнчен кая юлмасăр Раççей патшалăх тĕп экспертизине тăратма тивĕç.

Çавна та каласа хăварасшăн. Раççейре пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли чукун çул линийĕсене тăвасси пĕтĕм тĕнче шайĕнчи "Евразия" ВСМ проекчĕн шайне çити çĕкленнĕ. Асăннă проекта Китай тата Германи те хутшăнас шухăшлă - магистрале Пекинран Берлина çитиех тăсасшăн. Магистральпе вара пурăна киле пассажирсене илсе çÿреме кăна мар, тĕрлĕрен тиев турттарма та усă курма тытăнĕç.

Хальхи вăхăтра магистраль тăвассипе чи кăткăс ыйту - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене ВСМ тума уйăрасси. Расхутсен сметинче вĕсен шайĕ пысăках мар пулин те, ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра çĕрпе çыхăннă ĕçсенче спекуляци схемисене тăтăшах тĕл пулма тивет. Хăшĕ-пĕри май килнипе усă курса укçа туса юлма та ĕмĕтленет. Çавăнпа та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ВСМ тума уйăрассипе Европа опычĕпе те усă курас шухăшлă. Тивĕçлĕ законодательство нормисене йышăнса ыйтăва патшалăх шайĕнче татса парĕç.

Магистрале пăхса тăмалли сыхлав зонин сарлакăшĕ 500 метрпа танлашать. Чăваш Республикинче магистралĕн тăршшĕ 115 километр пулать. Вăл Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри районĕсем тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула округĕсем тăрăх иртет. Çапла вара пирĕн район магистраль валли 230,6 гектар çĕр уйăрать. Вăл шутра 1,3 гектар ял çĕрĕсене, 217 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тата 11,3 гектар промышленноç çĕрĕсене. Танлаштарма: Шупашкар районĕнче уйăракан çĕр лаптăкĕ 1351,3 гектарпа танлашать.

Пуйăс чарăнмалли станцисем магистралĕн Мускав - Хусан участокĕнче пĕтĕмпе 16 пулмалла. Пирĕн республика территорийĕнче вĕсене харăсах иккĕ - Етĕрне районĕнчи Полянккă патĕнче тата Шупашкар патĕнче тума палăртнине ытларахăшĕ республикăшăн лайăх парне тесе хаклать. Мĕншĕн тесен патшалăх укçа-тенкĕ хывнипе кунти территорисен инфратытăмне аталантарĕç тата сăн-сăпатне палăрмалла мар çĕнетсе улăштарĕç.

Уйрăм сăмах - ВСМ вокзалăн "Чебоксары" станцийĕ пирки. Унăн пулас сăн-сăпатне туса хатĕрлеме Раççей тата Китай архитекторĕсем хутшăннă. Станци çурчĕ чăннипех те хальхи строительство технологийĕсене тата Чăваш Ен наци тытăмне пĕтĕçтерсе тăракан архитектура объекчĕ пулса тăма тивĕç (сăн ÿкерчĕкре).

Станци хула варринчен кăнтăралла 14 километрта, М-7 "Волга" автомобиль çулĕнчен 300 метрта вырнаçĕ. Вокзалăн 3 хутлă çурчĕ 2682 тăваткал метр лаптăк йышăнмалла. Вокзал 1800 пассажира йышăнма пултарĕ. Вĕсем валли - ресторансем, кафе, кану вырăнĕсем, 2 бассейн т. ыт. те.

Вокзал çывăхĕнчи 306 гектар йышăнмалли территорие аталантарма хывма палăртакан инвестици проекчĕсене пăхса хунă ĕнтĕ. Консультаци валли ют çĕршыв специалисчĕсене те явăçтарнă. Ку вăл 34 пин çын пурăнмалли çĕнĕ микрорайон пулать. Кунта пурăнмалли çурт-йĕрпе пĕрлех медицина кластерĕн учрежденийĕсем те вырнаçĕç, 8,5 пин çын валли промышленноç предприятийĕсем пулĕç.

Шупашкар станцийĕнчен Етĕрне районĕнчи "Полянки" станцие çитме 17 минут кирлĕ пулать. Проектировщиксем палăртнă тăрăх кунта, Сăр юхан шывĕ çывăхĕнче, кану зони йĕркелеме майсем лайăх. Санаторисем, туристсем валли гостиницăсем тума май пур.

Çавна кăна каласа хăварасшăн. "Мускав - Хусан" ВСМ проектне пурнăçа кĕртнĕ май хамăрăн экономикăна аталантарма лайăхрах майсем пулса тăрĕç, çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç, хамăр патра туса кăларакан продукцин конкурентлăхĕ те палăрмаллах ÿсĕ.

ВСМ магистраль тума "Российские железные дороги" АО 200 млрд тенкĕ инвестици хывма палăртать. Китай асăннă проектра хăйĕн тÿпине 500 млрд тенкĕ, Германи - 350 млрд тенкĕ шайĕнче палăртаççĕ. "Евразия" проекта 7 - 8 çул хушшинче пурнăçа кĕртме шухăшлаççĕ. Магистраль Раççейрен Европăна Беларуç витĕр тухать, Китая каякан транспорт коридорĕ Екатеринбургпа Челябинск тата Казахстан витĕр иртет.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости