«Пĕрисен - чакрĕ, теприсен - ÿсрĕ»

Категория: В районе Просмотров: 10035

Ял çĕрĕсен кадастр хаклавне ирттересси çинчен район хаçатĕнче иртнĕ çул пĕрре кăна мар çырнăччĕ. Çакă мĕн тума кирли, вăл мĕне пĕлтерни пирки лайăх ăнлантарса панăччĕ. Паянхи куна илес пулсан вара ялсенчи çĕр участокĕсен çĕнĕ кадастр хакĕсене çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Кун пирки калаçусем нумаях пулмасть ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки ял çыннисем умĕнче отчет тунă чухне те тăтăшах пулнăччĕ. Мĕнле халĕ ку хаксем? Пысăкланнă-и? Пĕчĕкленнĕ-и? Çак ыйтусем çине хурав пама ыйтрăм район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – финанс пайĕн пуçлăхне Рената АНАНЬЕВĂНА:

– Хаçат вулакансене малтанах çавна каласа хăварнă пулăттăм. Ял çĕрĕсен кун пек хаклавне пилĕк çулта пĕрре туса ирттерме палăртнă. Унччен ял çĕрĕсен кадастр хаклавне 2008 çулта, кайран 2013 çулта ирттернĕ пулнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче ирттернĕ çĕнĕ хаклав виçисем – 2020 çултан тытăнса вăйра.


2013 çулхи хаклав хыççăн ял çĕрĕсен кадастр хакĕ районĕпе вăтамран 83 тенкĕ те 57 пуспа танлашнă пулнă. Кăçалтан вара ку кăтарту районĕпе вăтамран 72 тенкĕ те 52 пуспа танлашать е 2013 çулхинчен 13 процент пĕчĕкрех.


Район территорийĕнче кăна мар, кашни ял территорийĕнче те çĕр лаптăкĕсем расна. Çакăн çине витĕм кÿрекен сăлтавсем сахал мар. Çавна пулах кашни участокăн кадастр хакĕ те тĕрлĕрен. Район территорийĕнчи тĕрлĕ вырăнта вырнаçнă пĕр йышши участоксенех пĕр тăваткал метрĕн кадастр хакĕ пĕрин пĕр йышши, тепĕрин вара урăхларах та пулма пултарать. Акă пирĕн район территорийĕнче хальхи вăхăтра ял çĕрĕсен кадастр хакĕсен чи пысăк тата чи пĕчĕк виçисем хушшинчи уйрăмлăх 5 хутпа танлашать.


Иртнĕ çул ял çĕрĕсен хаклав ĕçĕсене унчченхи пек урăх регионти организаци мар, Чăваш Республикин Юстици министерствин «Чуваштехинвентаризация» бюджет учрежденийĕ туса ирттерчĕ. Хаклав ĕçĕсене туса ирттернĕ май, çĕр участокĕсен кадастр хакне вĕсен рынок хакĕпе пĕр пекрех тăвас задача лартнă. Çавăнпа та ял çĕрĕсен хальхи кадастр хакĕсем вĕсен рынок хакне çывăх.


Çавна та каласа хăварас пулать. Пирĕн районта ял çĕрĕсен кадастр хакĕ 2013 çулхинчен вăтам шутпа 13 процент чакнине асăнтăм ĕнтĕ. Республикипе илес пулсан вара хаксем урăх пĕр районта та чакман, ÿснĕ кăна. Сăмах май, ял çĕрĕсен кадастр хакĕсем пысăкки, вĕсене чакарасси пирки унччен ял çыннисенчен те çăхавсемпе çырусем тата ыйтусем сахал мар пулнăччĕ. Район администрацийĕ те ку ыйтупа тивĕçлĕ органсене çырупа пĕрре кăна мар тухнă.


Хамăр районти ял тăрăхĕсем пирки калас пулсан, ялсенчи çĕр участокĕсен кадастр хакĕсем пĕтĕмĕшле вăтамран 9 ял тăрăхĕнче чакрĕç. Ку шута Юнкă, Оринин, Москакасси, Ярапайкасси, Катькас, Ярославка, Чуманкасси, Уйкас Янасал, Хорнуй ял тăрăхĕсем кĕреççĕ. Ытти 7 ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче çĕр участокĕсен кадастр хакĕсем 2013 çулхинчен ÿсрĕç. Вĕсен шутĕнче: Йÿçкасси, Шетмĕпуç, Ильинка, Мăн Сĕнтĕр, Турай, Муркаш, Çатракасси ял тăрăхĕсем. Районĕпе, хаксем вăтам шутпа чакнине пăхмасăрах, уйрăм ял тăрăхĕсенче вĕсем малтанхинчен 2 хут таран ÿснисем те пур.


Чи пĕчĕк тата чи пысăк хаксем хăш ялсенче-ха? Акă, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Кĕртекасси, Купăрля, Турай ял тăрăхĕнчи Çуткÿл, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Анаткас Апаш ялĕсенче кăçалтан тытăнса ял çĕрĕсен пĕр тăваткал метрĕн кадастр хакĕ вăтамран 29 – 36 тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах чи хаклисем шутĕнче Катькас ял тăрăхĕнчи Кораккасси, Шомик, çавăн пекех Муркашпа Мăн Сĕнтĕр ялĕсем – пĕр тăваткал метр çĕр участокĕн вăтам хакĕ 120 – 145 тенкĕпе танлашать. Апла пулсан чи пĕчĕк хак – 29 тенкĕ, чи пысăкки – 145 тенкĕ.
Ялсенчи çĕр участокĕсен харпăрçисемшĕн çĕр участокĕн кадастр хакĕ улшăнни мĕне пĕлтерет-ха? Çĕр налукĕн виçине хальхи вăхăтра шăпах ĕнтĕ çĕр участокĕн кадастр хакне кура шутласа палăртаççĕ. Апла пулсан çĕр хакланнисен налуксем те ÿсеççĕ, йÿнелнисен вара налуксем те унчченхинчен пĕчĕкрех пулаççĕ. Налук ÿснине е чакнине ял çыннисем кăçалах туйса илеймĕç. Мĕншĕн тесен çĕр налукне пирĕн кăçал 2019 çулшăн тÿлемелле пулать. Апла пулсан налук виçи те унчченхинчен улшăнмасть. 2021 çулта вара 2020 çулшăн тÿлемелле. Çавăнпа та налук виçисем те пĕрисен чакĕç, теприсен вара ÿсĕç.

Татах тепĕр хут каласа хăварасшăн. Кусем вĕсем – вăтам хаксем. Ку е вăл участокăн кадастр хакĕ пĕр ял тăрăхĕнче те, пĕр ялта та тĕрлĕрен пулма пултарать. Кашниех харпăр хăйĕн ялти çĕр участокĕн кадастр хакĕпе Росреестр сайтĕнчи (www.rosreestr.ru) патшалăх кадастр хаклавĕн даннăйĕсен фондĕнче паллашма пултарать.

 

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости