Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Утарти пулас тухăçшăн

Категория: В районе Опубликовано: 17.02.2020, 13:28 Просмотров: 17433

Хурт-хăмăрăн тата утарçăсен хĕл кунĕсенче мĕнле пулмаллине тата çуркуннене епле хатĕрленмеллине çак ĕçпе туслисем иртнĕ ытларикун, нарăсăн 11-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕрле пухăнса пăхса тухрĕç.


Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ, пыл хурчĕпе ĕçлесси республикăшăн малашлăхлă пулнине палăртрĕ. Районта пурăнакансем те хурт-хăмăрпа туслă пулнине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмах май, 2020 çул пуçланнă тĕле районти 2 пĕрлешÿллĕ кооператив («Герой» тата Мичурин яч. хис.), 6 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата 250 яхăн уйрăм утарçă килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕ ĕрчетет, пыл туса илессипе çанă тавăрсах ĕçлет.


Утарçăсем умĕнче тăракан паянхи тĕп задача вăл – вĕлле хурчĕсене таса-сывă çăва кăларасси. Кун пирки канашлура республикăри «Хурт-хăмăр агентстви» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г. Максимов анлă вĕрентÿ ирттерчĕ. Çавăн пекех вăл пирĕн утарçăсен тĕрлĕ ыйтăвне хуравларĕ.


Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Л. Бояринова утарçăсемпе утарсене паспортласси пирки ăнлантарса пачĕ. Канашлăва пухăннисем хурт-хăмăра сыватас мелсемпе, ăна пурнăçламалли çĕнĕ препаратсемпе тата пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç.


А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости