Чăваш Енре пурăнакансене социаллă пулăшу мерисен 90 ытла енĕпе тивĕçтереççĕ. 2020 çулта та вĕсене сыхласа хăварнă, хушăмсем те тунă.
«Демография» нацпроект тата «Финансовая поддержка семей при рождении детей» регион проекчĕн шайĕсенче ача пур çемьесене уйăхсерен парса тăракан тÿлевсемпе тивĕçтерессине палăртса хунă.
Çапла пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлеве унчченхи пек ача çулталăк çурра çитиччен кăна мар, виçĕ çула çитичченех парса тăрĕç. Пособие тивĕçмелли услови те улшăнчĕ – çемьере пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмалли минимум виçинчен малтанхи пек 1,5 хут кăна мар, 2 хут пысăк мар пулсан.
2020 çулти тÿлев виçи 9541 тенкĕпе танлашать. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче пурăнмалли минимум 10134 тенкĕпе танлашать (маларахри çулти иккĕмĕш кварталтине шута илеççĕ), апла пулсан ачашăн пособи илекенсен çемьере пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш 20268 тенкĕрен иртмелле мар. Малтанласа палăртнă тăрăх, çак пособие республикăри 8707 çемье ачи виçĕ çула çитиччен илсе тăмалла.
Тепĕр пособи – виççĕмĕш тата хыççăнхи ачашăн. Ăна та ача виçĕ çула çитичченхи тапхăрта тÿлессине сыхласа хăварнă. Çемьери вăтам тупăш пирки маларах асăннă услови ку пособи тĕлĕшпе те вăйра тăрать (унччен пурăнмалли 1 минимумран иртнĕ пулсан тÿлемен). Тÿлеве 2016 çулхи январĕн 31-мĕшĕ хыççăн çемьере черетпе виççĕмĕш, тăваттăмĕш тата малаллахи ача çуралнăшăн параççĕ. Январьтенпе ку тÿлев 9254 тенкĕпе танлашать. Вăл кварталсерен улшăнса пырĕ.
В. АНИКИНА,
Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.
Сентябрь 2023 |