ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Тĕллевлĕ ĕçлени ÿсĕмсен çулне уçать

Категория: В районе Просмотров: 38

Ĕнер район администрацийĕн ларусен залĕнче Муркаш районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов ертсе пычĕ.

Канашлури тĕп доклада район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл кăçал валли планланă ĕçсене туллин пурнăçа кĕртме ку таранччен мĕн тунине тĕплĕн тишкерчĕ тата çитменлĕхсене пĕтермеллине те палăртрĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район бюджечĕн тупăш пайĕ 327 млн тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен 85 млн тенки – районăн харпăр хăйĕн тупăшĕ. Çакă пĕлтĕрхи кăтартуран пысăкрах.

Пĕтĕмлетÿ асăннă тапхăрта районăн экономикинче те, социаллă аталанăвĕнче те ырă енсем пуррине кăтартать. Экономикăн чăн секторĕн ĕçне тавар туса кăларнă шай хаклама май парать. Çапла пĕрремĕш çур çулта районти пур предприяти пĕрле 2 млрд та 149 млн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Çакă вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8,2 процент нумайрах.

Промышленноç секторĕнче продукци пурĕ 1 млрд та 749 млн тенкĕлĕх туса кăларнă. Кунта та ÿсĕм пур – 6,2 процент чухлĕ. Çак кăтарту «Сеспель» предприяти тăнăç ĕçленипе çыхăннă. Районти промышленноç предприятийĕсемпе тирпейлекен производство предприятийĕсем тиесе ăсатнă пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕнче унăн тÿпи 71 процент ытларах.

Хăйсен хăватне «Моргауши – Хлеб», «ЖКХ «Моргаушское» предприятисем те ÿстернĕ.

Районта агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ те – тĕп енсен шутĕнчех. Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем ултă уйăхра туса кăларнă продукцие пурĕ 400 млн та 285 пин тенкĕлĕх реализациленĕ. Çакă иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 17,6 процент пысăкрах.

Пĕрремĕш çур çулта кăçал пур хуçалăхра пĕтĕмпе 702 тонна аш-какай (115,1 процент) туса илнĕ, 4845 тонна сĕт (102,5 процент) сунă, 65,9 млн штук чăх çăмарти (105,9 процент) илнĕ.

Хĕрÿ тапхăр килет. Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 13721 гектар çинчен пухса илмелле, çĕр улми 296 гектар йышăнать, пахча çимĕç – 102 гектар, техникăлла культурăсем – 435 гектар.

Кĕрхи культурăсене 7053 гектар акса хăвармалла.

Муниципалитетăн тата ял хуçалăх таварне туса кăларакансен хуçасăр çĕрсене çаврăнăша кĕртесси тĕп задача пулса тăрать. Кăçал 525 гектар çĕре çаврăнăша кĕртме палăртнă пулсан, çулталăк пуçланнăранпа 178 гектар çаврăнăша кĕртме ĕлкĕрнĕ.

Паян умра тăракан тепĕр пысăк задача – лайăх пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесси тата тухăçа çухатусемсĕр пухса кĕртесси.

Палăртмалла, кăçалхи çур çулта яла аталанма пулăшас тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрса панă укçа-тенкĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах пулнă.

Суту-илÿ сферин аталанăвĕнче те ырă енсем палăраççĕ. Тавар ваккăн сутасси пĕлтĕрхинчен ÿснĕ, 518 млн тенкĕпе танлашнă.

Инвестицисене явăçтарасси район экономикине аталантарассин пĕлтерĕшлĕ енĕ пулса тăрать. Малтанласа шутланипе 2019 çулти 6 уйăхра района пурĕ 546,5 млн тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă.

Хальхи вăхăтра районта пурĕ 795,9 млн тенкĕлĕх 17 инвестици проекчĕ малалла пурнăçланать.

Ялта пурăнакан çыннăн пурнăç условийĕн шайне кăтартакан тĕп паллăсенчен пĕри – ĕç укçи шайĕ. Районти пĕтĕмĕшле вăтам ĕç укçи (пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсенче ĕçлекенсене шута илмесĕр) кăçалхи январь–май уйăхĕсенче пĕлтĕрхинчен 10,9 процент чухлĕ ÿснĕ, 26903 тенкĕпе танлашнă.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви те районăн инвестици политикин пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район территорийĕнче тĕрлĕ çăлкуçран укçа-тенкĕ явăçтарнипе 6200 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кăçалхи план – 12400 тăваткал метр.

Район администрацийĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çапла 2019 çулта тĕрлĕ бюджетран укçа-тенкĕ хывнипе 54 çемьене пурĕ 38 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме палăртса хунă. Вăл шутран – 38 çамрăк çемьене пурĕ 21,5 млн тенкĕлĕх.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне учета илнĕ нумай ачаллă 568 çемьерен 392 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ.

Район территорийĕнче тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ автоçулсем пурри те унăн аталанăвĕ çине витĕм кÿрет. Кăçал муниципалитетăн çул-йĕр фончĕ 210,8 млн тенкĕпе танлашать. 91,4 млн тенкине муниципалитет çулĕсене тытса тăма тата юсама янă.

«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» проектпа килĕшÿллĕн, кăçал район территорийĕнчи тепĕр 9 км майлă çулсене норматива тивĕçтермелле тумалла («Исетерккĕ – Актай», Муркашри Парковая урамри, «Сура – Çĕмĕртлĕх Чемей» çулсем). Çакна валли 119,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Парковая урамри çула юсанă ĕнтĕ.

Ильинка ял тăрăхĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен пĕр картишне тата унта çитерекен çула юсама палăртнă (1097,6 пин тенкĕлĕх).

Кăçал район «Жилье и комфортная среда» наци проектне хутшăнать. Ун шайĕнче Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче пурĕ 8,8 млн тенкĕлĕх нумай хваттерлĕ çуртсен тăватă картишне юсамалла. Ку ĕçе тытăннă.

Çул-йĕр пирки калаçнă чухне пуçарулăх бюджечĕ пирки каламасăр иртме çук. Ростислав Тимофеев ял çыннисен пуçарулăхĕпе кăçал районта 19 проект пурнăçланассине палăртрĕ. Паянхи куна 13 проект пурнăçланнă.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси çине те районта тимлĕх уйăраççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсассин республика программине пурнăçланă май, 2019 çулта Муркаш районĕнче нумай хваттерлĕ 6 çурта пурĕ 7,8 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсама палăртнă. Пĕрремĕш çур çулта 5 çурта юсассипе пурĕ 3,8 млн тенкĕлĕх ĕç тунă.

Çулталăк пуçланнăранпах ял тăрăхĕсенче çÿп-çап валли контейнер площадкисене йĕркелессипе ĕç пырать. Республика бюджетĕнчен район валли 476 контейнер туянма 5,4 млн тенкĕ майлă уйăрса панă. Пĕрремĕш çур çулта районта 233 площадка хатĕрлесе çитернĕ (планланă 350 площадкăран).

Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе эффективлă усă курасси –район администрацийĕн тĕп задачисенчен пĕри. Пĕрремĕш çур çулта ку тĕлĕшри тупăш 7 млн та 551 пин тенкĕпе танлашнă.

Районăн социаллă аталанăвĕ ытти сферăпа та çыхăнса пырать. Çапла вĕренÿ сферин тĕп тĕллевĕсем – ачасемпе çамрăксене лайăх пахалăхлă пĕлÿпе воспитани парасси, вĕсен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси, пултарулăхне аталантарма пур енлĕ условисем туса парасси.

Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме районти бюджетран кăçал 14 млн тенкĕ ытла уйăрса панă.

Федераци тата республика шайĕсенчи тĕрлĕ программăпа проектсене хутшăнса, районти вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çултан-çул лайăхлатса пыраççĕ. Çапла кăçал тĕрлĕ бюджетри укçа-тенкĕпе Турай тата Шетмĕпуç шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсаççĕ.

Ĕç коллективĕсенче те физкультурăпа сывлăх сыхлав ĕçне аталантарса пыраççĕ. Тăтăшах спорт тата физкультура занятийĕсене явăçакансем 3–79 çулсенчи 13593 çын (45,11 процент). Кăçал çак вăхăта районти 261 çын ГТО нормативĕсене ăнăçлă пурнăçланă. Малашне районта пурăнакансене физкультурăпа спорта активлăрах явăçтармалли мелсене палăртнă.

Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем кăçал массăллă мероприятисене çĕнĕлле, вăхăт тата çынсем ыйтнă пек йĕркелеме тăрăшни палăрать. Çав вăхăтрах культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетсе пыни куç умĕнчех. Нумаях пулмасть Ярославкăри Культура çуртне тĕпрен юсанă хыççăн (12,1 млн ытла тенкĕлĕх) хута ячĕç. Районта модернизациленĕ Культура çурчĕсем хальлĕхе 10. Кăçал ку ĕçе Шурча клубĕнче туса ирттерме планланă, Сыпайри, Тренккăри Культура çурчĕсене те юсама палăртнă. Районта библиотекăсен сечĕ активлă аталанса пырать.

Çынсен сывлăхне упрассипе районти сывлăх сыхлав учрежденийĕсем тимлеççĕ. Вĕсенче врачсем кирлинчен 80,4 проценчĕ чухлĕ, вăтам медицина персоналĕ – 86,4 процент чухлĕ. Çапла вара паянхи куна вакансисем пур, вăл шутра ФАП-сенче те.

Сывлăх сыхлав учрежденийĕсенчи условисене лайăхлатма 2019 çул валли 49 млн ытла тенкĕ пăхса хунă.

Демографи лару-тăрăвне тишкерсен, районта çын шучĕ чакса пыни палăрать. Çакă вилекенсем çуралакансенчен нумайрах пулнипе çыхăннă. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 32396 çын пурăннине палăртнă. Çак тапхăрта районта 123 ача çуралнă (пĕлтĕрхинчен 21 ача сахалрах). Районти пурăнакансен вăтам пурнăç тăршшĕ 70 çулпа танлашать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе те тимлемеллине палăртрĕç канашлура.

Ростислав Тимофеев кăçалхи çул район 75 çул тултарнипе çыхăннине, çавăнпах район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ветерансене, халĕ вăй хуракансене тав сăмахĕ каларĕ. Республика ертÿлĕхĕ пулăшнипе, район администрацийĕ депутатсен корпусĕпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ĕç коллективĕсемпе, районти активпа тата район çыннисемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен ÿсĕмсен çулĕпе утма май пуррине палăртса каларĕ.

Доклада сÿтсе явнă май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Вениамин Петров тата ыттисем те сăмах илчĕç. Вĕсем муркашсен аталану потенциалĕ пĕчĕк маррине палăртрĕç. Унпа туллин усă курса района тата та ÿсĕмлĕрех аталантарма сĕнчĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости