Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан наци проекчĕсенчен пĕри – «Демографи» наци проекчĕ.
Асăннă нацпроектăн паспортне РФ Правительстви хатĕрленĕ. Унта палăртнă тăрăх, «Демографи» нацпроект хăйĕн тытăмне федераци шайĕнчи пилĕк проекта пĕрлештерсе тăрать: «Финансовая поддержка семей при рождении детей», «Создание условий для осуществления трудовой деятельности женщин с детьми, включая ликвидацию очереди в ясли для детей до трех лет», «Разработка и реализация программы системной поддержки и повышения качества жизни граждан старшего поколения», «Формирование системы мотивации граждан к здоровому образу жизни, включая здоровое питание и отказ от вредных привычек», «Новая физическая культура населения». «Демографи» нацпроектăн бюджечĕ пĕтĕмĕшле 3105,2 млрд тенкĕпе танлашмалла.
Çак нацпроектпа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин тĕрлĕ министерстви тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлать, мĕншĕн тесен нацпроектăн тĕллевĕсем те анлă: çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне пысăклатасси, тăтăшах спорт занятийĕсене явăçакансен хисепне пурăнакансен 55 проценчĕ таран çитересси.
Нацпроектăн тепĕр тĕллевĕ – хĕрарăмăн ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициенте ÿстересси (тепĕр майлă каласан пĕр хĕрарăм пуçне тивекен условлă çуралнă ача ытларах пуласси). Халĕ вăтамран çак коэффициент базине 1,62 чухлĕ тесе палăртнă, 2024 çулта вăл 1,70-пе танлашмалла. Çак кăтарту патне çитме чылай ĕç пурнăçламалла. Вĕсенчен пĕри ача çук çемьесене ЭКО программине явăçтарса ачаллă пулма пулăшассипе çыхăннă.
Республикăра иртнĕ çул çапла майпа çие юлнă хĕрарăмсем пурĕ 202 çын пулнă, статистика даннăйĕсем тăрăх, вĕсем вăтамран 32 çулта пулнине палăртнă. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле республикăри 1572 хĕрарăм тата 805 арçын ЭКО программипе килĕшÿллĕн учетра тăнă.
– 2018 çулта Муркаш районĕнчи 12 хĕрарăм ЭКО программине хутшăнса унпа палăртнă ĕçсене туллин пурнăçларĕ, вĕсенчен амăшĕ пулма ĕлкĕрнисем те пур.
Кăçал ЭКО процедурине тÿлевсĕр ирттерме пирĕн район валли 10 квота уйăрса панă, вĕсенчен 5-шĕпе усă курнă, апла пулсан ку программăна хутшăнас текенсене хамăр больницăра кĕтетпĕр, – пĕлтерчĕ Муркаш район тĕп больницин тĕп акушер-гинекологĕ Елена Васильева.
Врач хĕрарăмăн ача пулманнин сăлтавĕсен шутне эндокрин факторĕсем, шыçă чирĕсем, организм аталанса çитичченех хырăм пăрахни, операци тунине пула амалăх органĕсен кĕпçисем пĕрĕнни, гинекологи патологийĕсем тата ытти кĕнине палăртрĕ. Арçыннăн сăлтавĕсем шыçă, ерекен чир-чĕр пурринче е аманнă-суранланнинче пулма пултараççĕ.
Апла пулин те хальхи медицина шăпах ЭКО меслечĕпе усă курса мăшăрсене ачаллă пулма пулăшать.
– ЭКО процедурине çулталăкра икĕ хутчен тума юрать, çавăнпа та пĕрремĕш хут ăнăçсăр пулнăшăн пуç усмалла мар. Хăш чухне вара хĕрарăм пĕрремĕш ачине ЭКО пулăшнипе çуратать пулсан, иккĕмĕшне çут çанталăк хăех парнелет. Практикăра хĕрарăмăн ЭКО процедурине хатĕрленнĕ чухнех хырăм юлни те пулнă. Тĕрлĕрен пулать. Çавăнпа та май пур чухне пулăшупа усă курма тăрăшмаллах, – терĕ калаçăва вĕçлесе Елена Васильева.
Паллах, ЭКО программи демографие хăй тĕллĕн кăна лайăхлатма пултараймасть, анчах та унта хăйĕн тÿпине хывать тата ашшĕ-амăшне çемье телейне туйма май парать.
Сентябрь 2023 |