Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче палăртнă тăрăх, Чăваш Енре «Вĕренÿ» наци проекчĕн шайĕнче регионти сакăр проект пурнăçланать: «Современная школа», «Успех каждого ребенка», «Поддержка семей, имеющих детей», «Цифровая образовательная среда», «Учитель будущего», «Молодые профессионалы», «Социальная активность», «Новые возможности для каждого».
Кăçал пурнăçа кĕме тытăннă «Вĕренÿ» наци проекчĕ 2019 – 2024 çулсене тăсăлать. Çак проекта РФ Президенчĕ В. Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ. Проект пурнăçланни Раççейри вĕренĕве тĕнче шайĕнчи конкуретлăх шайне хăпартма тивĕç, Раççей Федерацине пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пахалăхĕпе тĕнчери ертсе пыракан 10 çĕршыв йышне кĕме май памалла.
Палăртнă проект бюджечĕ – 784,5 млрд тенкĕ. Çавна май Чăваш Енре те палăрăмлă ырă улшăнусем пулмалла.
«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2019 çулта пирĕн республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртнă.
Ялта вырнаçнă 40 шкулта гуманитарипе цифра профилĕсен вĕренÿ центрĕсене йĕркелемелле. «Точка роста» ятлă центрсем пурĕ 1 пинрен сахал мар ачана явăçтарма пултарĕç. Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек центрсем Муркаш районĕнчи икĕ шкулта пулĕç: Мăн Сĕнтĕрти тата Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче.
Физкультура занятийĕсемпе спорта явăçтармалли пурлăхпа техника никĕсне ялти 29 шкулта çĕнетĕç. Çав шутра – Муркаш районĕнчи икĕ спортзала юсасси те: Турай вăтам шкулĕнчи тата Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулти спортзалсене.
Ачасене пĕлÿ тата воспитани парассин ыйтăвĕсемпе республикăра ашшĕ-амăшĕсем валли 31 консультаци центрĕ йĕркелеме пăхнă. Муркаш районĕнче çакăн пек консультаци пункчĕсем «Путене» тата «Малыш» ача сачĕсенче ĕçлеççĕ ĕнтĕ.
«Вĕренÿ» нацпроект шайĕнче Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта 1100 ача вырнаçмалăх тата Етĕрне хулинче 300 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкулсем уçăлмалла.
«Сириус» центр моделĕпе ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма май паракан центр тума палăртнă. Вăл наука, искусство тата спорт енĕсемпе ĕçлекен центр пулмалла.
Çĕнĕ Шупашкарта «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ тумалла.
И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче ачасен хальхи йышши компетенцисен аталанăвĕн центрне – С. Абруков ячĕллĕ Наука коллаборацийĕн центрне тума палăртнă.
Ачасене хушма пĕлÿ илме пулăшакан модельлĕ çурт тăвассине плана кĕртнĕ.
Нацпроект шайĕнче Канаш хулинче ачасен цифра атланăвĕн «IT-куб» центр пулĕ.
Республикăри лабораторисемпе мастерскойсене, техникумсемпе колледжсене – пурĕ 50 учреждение Ворлдскилс стандарчĕсемпе килĕшсе тăракан оборудованипе тивĕçтерĕç.
Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче ырă ĕç тăвакансен хăрушсăрлăх культурин тата çут çанталăкри инкексем хыççăнхи лару-тăрăва сирессин ресурс центрĕ ĕçлеме тытăнмалла.
Сентябрь 2023 |